Кам ăçта, эпир – спортзала

е çăматă тăхăнса юр çинче футболла выляма!

Çĕнĕ çул хыççăнхи уявсене сывлăхшăн усăллă ирттермеллине шута хурса канмалли кунсене нумайлатрĕç. Шкул ачисем, студентсем çакăншăн питĕ хĕпĕртеççĕ. Сăлтавĕ те пур.

Январĕн 3-мĕшĕнче Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче футболла выляса Иккассинче вĕренекен шкул ачисем пурне те парăнтарчĕç. 40 çултан иртнĕ арçынсем те вĕсенчен юласшăн пулмарĕç. Çав кунах Ишлейри «Старт» команда чемпион ятне çĕнсе илчĕ. 2-3-мĕш вырăнсене «Çĕктер» тата «Кÿкеç-2» спортсменĕсем йышăнчĕç. Кÿкеçĕн 1-мĕш команди кăçал медальсемсĕрех тăрса юлчĕ. Александр Семенов турнирта чи нумай мечĕк тапса кĕртрĕ – пурĕ саккăр. Ăна Николай Ларионов пулăшса пычĕ. Ветерансен футбол турнирĕ çивĕч кĕрешÿре иртрĕ тесен пĕртте йăнăш пулмĕ. Мечĕкшĕн кĕрешнĕ вăхăтра пĕр-пĕрне хытă тĕрткелерĕç, теприсем ураран тапса çĕре ÿкернĕ самантсем те пулкаларĕç. Юрать-ха судья вăхăтра чупса тухса вĕсене пĕр-пĕринпе тытăçса ÿкиччен чарма ĕлкĕрсе пычĕ.

Аслă дивизионра 8 команда футболла выляс енĕпе Шупашкар районĕн чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешрĕ. Вăййа вĕçлеме 3 минут юлсан Кÿкеçри «Ротор» 5:3 шутпа малта пыратчĕ. Çапах та юлашкинчен 3 гол кĕртсе «Чикаго» команди (капитанĕ Максим Ленгесов) «Ротора» (капитанĕ Андрей Морозов) 6:5 шутпа парăнтарса районти чи вăйлă команда пулса тăчĕ. Тутаркасси командин спортсменĕсем (капитанĕ Григорий Арсентьев) пенальти хыççăн Тренккассинчи «Воля» командăна çĕнтерсе пăхăр медальсене çĕнсе илчĕç.

«ИЗВА» тата «ДЮСШ» командисем чи кайри 7 – 8-мĕш вырăнсене тивĕçсе аслă дивизионран тухса ÿкрĕç. Тепĕр çул вĕсен вырăнне кăçал пĕрремĕш дивизионра 16 командăран йĕркеленĕ турнирта чемпион ятне çĕнсе илнĕ Ишлейри «Старт» тата Шоркка ял командисем вылĕç.

Январĕн 5-мĕшĕнче арçынсен волейболла выляс енĕпе Красноармейскинче иртнĕ районăн уçă чемпионатĕнчен Çĕнъял-Покровскипе Вăрман-Çĕктер командисем 2 тата 3-мĕш вырăнсемпе таврăнчĕç.

Çав кунах Станъял тăрăхĕнче, пĕлтĕр район акатуйĕ иртнĕ лапамра, арçынсем çăматă тăхăнса юр çинче сăран мечĕке хăваларĕç. Курма питĕ интереслĕччĕ: пÿскене питĕ хытă тапсан та вăл инçех каяймасть. Кăпăшка юр çине ÿкме те меллĕ, çемçе: мамăкран тунă тÿшек пек. Хамăр та ача чухне каç пуличченех мечĕке çапла хăвалаттăмăрччĕ. Пирĕн ялта икĕ çын, пĕри вăрçă ветеранĕ Артем Никитович, тепри вăрçă ачи Зиновий Петрович пурччĕ, вĕсем вара пирĕнпе пĕрле хĕлле çеç мар, çулла та сурăх çăмĕнчен йăваланă çăматăпа пÿскене хытă тапатчĕç. Пирĕн ял команди час-часах кÿкеçсенчен те (вăл вăхăтра унта футболла вылякансем сахалччĕ) выляса илкелени пулнă.

Станъялта çăматăпа футболла выляс енĕпе малти вырăна Явăшри «Атом» (капитанĕ Александр Томский), иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шемшер тата Апаш командисем тивĕçрĕç.

Январĕн 7-мĕшĕнче Кÿкеçри «Улăп» спорт керменĕнче хĕрсемпе хĕрарăмсем волейбол турнирне йĕркелерĕç. Ăмăртура Ишек – пĕрремĕш, Кÿкеç – иккĕмĕш, Çĕньял ял тăрăх командисем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Тепĕр кун шкулта вĕренекен хĕрсем баскетболла выляссипе вăй виçрĕç. Кÿкеçри лицей команди ылтăн, тренккассисем кĕмĕл, чăрăшкассисем пăхăр медальсене çĕнсе илчĕç.

Кану кунĕсенче иртнĕ ăмăртусене Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче ĕçлекен специалистсем тимлĕн те ăнăçлă йĕркелесе пычĕç.

НИКОЛАЙ ПЛАТОНОВ, ШОРККА ЯЛĔ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости