Капитанпа салтака халалласа

Çÿлтикасси шкулĕнче вĕреннĕ, Чечен вăрçинче пуç хунă ФСБ капитанне Леонид Ильина тата Анатолий Лебедев салтака халалласа йĕлтĕрçĕсен 12-мĕш ăмăртăвĕ иртнĕ вырсарникун спорта юратакансене пухрĕ.

Ăмăртăва Шупашкар районĕнчи – 4, Муркаш районĕнчи – 2, Шупашкар хулинчи – 2 шкул тата Станъял ялĕнчи аслисемпе çамрăксем хутшăнчĕç. Пухăннисене ырă сунса райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, Леонид Георгиевичăн мăшăрĕ Ольга Алексеевна, Анатолий Геннадьевичăн шăллĕ Алексей Лебедев, сăмах илчĕç. Шкул ачисемпе пухăннисем çак кун асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çак кун 100 ытла çын йĕлтĕр сырчĕ, вĕсенчен 84-шĕ – вĕренекенсем.

Чи малтан шкул ачисем ăмăртăва тухрĕç. 2003-2004 çулсенче çуралнă хĕрачасен хушшинче Толик Хураски шкулĕнчи Татьяна Соколова мала тухрĕ. 2001-2002 çулсенче çуралнисен хушшинче Калайкассинчи Александр Бычков 1-мĕш вырăна, Салапайкассинчи Николай Чернышевпа Толик-Хураскинчи Николай Петров 2-мĕшпе 3-мĕшне çĕнсе илчĕç.

Аслисем хутшăннипе кăçалхи ăмăрту татах та анлăрах иртрĕ. 18-35 çулсенчи хĕрарăмсен хушшинчи ăмăртура Калайкассинчи Анжела Пайкова 1-мĕш, Малти Ункăпуçĕнчи Светлана Ярдухинăпа Станъялĕнчи Людмила Герасимова 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. 35 çултан аслăраххисенчен вара Вăрман-Çĕктерти Анастасия Михайлова мала тухрĕ, Станъялĕнчи Валентина Моисеевăпа «Динамо» пĕрлĕхри Ольга Травкина 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 40 çултан аслăрах арçынсен хушшинче Шупашкар район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Николай Хорасева çитекен пулмарĕ. Станъялĕнчи Александр Ешметьевпа «Динамо» пĕрлĕхри Владимир Иванов 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Чи аслă йĕлтĕрçĕсем – Станъялĕнчи 67 çулти Ольга Ильина, арçынсенчен Малти Ункăпуçĕнчи 57 çулти Вячеслав Спиридонов. Чи кĕçĕн спортсменсем вара 7 çулти Ярослав Ильинпа 8-ти Елена Павлова пулчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен хушшинче Салапайкасси шкулĕ куçса çÿрекен 1-мĕш кубока çĕнсе илчĕ. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчен кубока Муркаш районĕнчи Калайкасси шкул команди тивĕçрĕ. Предприятисен хушшинче 3-мĕш кубока вара «Динамо» спорт пĕрлешĕвĕ çĕнсе илчĕ. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости