Кашни киле çитме пултаракан инкек

ЧР прокуратури право хуралĕн, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ноябрĕн 17-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 17-мĕшĕччен «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер!» акци йĕркелет. Тĕллев – наркотиксен кăна мар, психоактивлă мĕнпур хутăшăн, çав шутра туртмалли хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси.

Кăçал кĕркунне Раççейре психоактивлă япаласен çĕнĕ тĕсĕпе наркăмăшланнă 800 ытла тĕслĕхе çирĕплетнĕ. Çав япала çĕршывра тĕрĕслесе тăракан наркотиксен, психотроплă япаласен переченне те кĕмест иккен.

Сентябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре паллă мар япалапа усă курнă хыççăн медицина пулăшăвĕ ыйтнă тĕслĕх ÿснине палăртаççĕ: 100 çын ытла, çав шутра 15-17 çулсенчи çул çитмен 20 ача. Пулăшу ыйтма пынисенчен 25-шĕ çĕнĕ япалапа наркăмăшланнине çирĕплетнĕ. Хур курнисен сывлăхĕ хавшани палăрнă: галлюцинаци, куç кураслăх чакнă, шăнăр туртнă, сывлав япăхланнă, ăс-тăн начарланнă. Çакă та паллă: пулăшу ыйтма килнисенчен ытларахăшĕ ниçта та ĕçлемен е вăхăтлăх ĕçре кăна вăй хунă. Шел, икĕ çынна тухтăрсем те çăлса хăварайман.

Акци вăхăтĕнче республика прокуратуринче, ЧР Шалти ĕçсен министерствинче тата Наркотĕрĕслев управленийĕнче шанăç телефонĕсем ĕçлеççĕ, вĕсемпе шăнкăравласа тата электрон почтипе наркотиксемпе ăçта усă курни, ăçта сутни çинчен вăрттăн пĕлтерме пулать. Унсăр пуçне ял-хулара çакнашкал пĕлтерÿсене пухмалли ешчĕксем вырнаçтарнă. Калăпăр, Шупашкарта – «Каскад», «МТВ-Центр» суту-илÿ центрĕсенче, «Шупашкар» пасар территорийĕнче, ЧР прокуратурин çуртĕнче, хула администрацийĕнче, Юстици çуртĕнче, Тĕп автовокзалта, «Салют» культура керменĕнче, «Ача-пăча тĕнчи» лавкка патĕнчи пĕлтерÿсен хăми çинче. Çакнашкал ешчĕксем ытти çĕрте те пулĕç, граждансем унта яракан пĕлтерÿсене прокуратура ĕçченĕсем илĕç. Мĕнпур пĕлтерĕве регистрацилеççĕ, вĕсем тăрăх тĕрĕслев ирттерессине прокуратура органĕсем сăнаса тăрĕç. Республика прокуратури пурне те пĕрлехи инкеке хирĕç çĕкленме чĕнет. Пирĕн ачасен, тăвансен, çывăх çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ хăрушлăха лекме пултарать-çке – çакна манас марччĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости