Кашни машинăна – хăйĕн вырăнне

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен эвакуациленĕ машинăсене турттарассипе тата упрассипе çыхăннă çĕнĕ йĕркесем вăя кĕреççĕ. Çитес вăхăтрах çак ĕçсене туса ирттермелли тарифсен виçи паллă пулĕ.

РФ КоАПне улшăнусем кĕртни тытса чарнă машинăсене турттармалли правилăсене тата çакăнпа çыхăннă хаксене вырăнти влаçа ĕç тăвакан влаç органĕ ыйтнине тĕпе хурса палăртма ирĕк парать. Эвакуациленĕ транспортшăн тÿлемелли срок кашни водителех кăсăклантарнă. Халиччен машинăна илме пырсан çав самантрах тÿлемелле пулнă, малашне вара çакна 60 кунра тума юрать.

Федерацин монополипе кĕрешекен служби эвакуациленĕ автомобильшĕн шутласа памалли тарифсен виçĕ тĕрлĕ меслетне палăртнă. Регионсене вĕсенчен пĕрне суйласа илме ирĕк панă. Тарифсене топливо хакне, ку ĕçе пурнăçлакансене тÿлекен шалу виçине, машина паркне кура палăртаççĕ.

Машинăсене мĕншĕн эвакуацилеме пултараççĕ-ха? Автомобильсене палăртнă йĕркепе килĕшÿллĕн вырăна лартманшăн. Сăмахран, инвалидсен парковкинче сусăр çынсем е вĕсене турттарса çÿрекен машинăн кăна чарăнма юрать. Кун пек транспорт çинче «инвалид» текен паллă пулмаллах. Кунсăр пуçне тата водителĕн е пассажирăн хăй инвалид пулнине ĕнентерекен документа та çумра тытмалла. Сăлтав çук çĕртех «инвалид» паллăпа усă куракансемшĕн закон çирĕп – 5000 тенкĕ штраф.

Районта та чарăнма юраман вырăнсене палăртса паллăсем лартнă: район больници, поселокри «Гранд» суту-илÿ центрĕ, Кÿкеç ял тăрăх администрацийĕ умĕнче. Юраман вырăнсенче лартса хăварнă машинăсене эвакуацилесси, паллах, хуласенче анлăрах сарăлнă. Районта, песолокра унăн çивĕчлĕхĕ палăрмасть – çакăн пирки пĕлтерчĕ çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Поляков. Апла пулин те йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулкалаççĕ. «Инвалид» паллă пур çĕртех ахаль автомобиль чарăннă пĕр тĕслĕхе унччен регистрациленĕ, юлашки вăхăтсенче кун пек факта шута илмен.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости