«Кая юлсан та – ан йĕр…»

Февралĕн 1-мĕшĕнче «Улăп» спортпа сывлăх стадионĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитессине халалласа йĕлтĕрпе ярăнса мала тухассишĕн Кÿкеç поселокĕн ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 200 ытла çын хутшăнчĕ.

Кÿкеç ял тăрăхĕ ирттерекен ăмăрту йăлана кĕрсе пырать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем стадиона 10 сехет тĕлнех пухăнчĕç, аслисемпе пĕрле шкул çулне çитменнисем те самаяхчĕ. Юлашки вăхăтра районта иртекен ăмăртусене ача садне çÿрекен нумай хутшăнни савăнтарать.

Ăмăртăва Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Андрей Михайлов, Шупашкар район прокурорĕн çумĕ Анатолий Иванов уçрĕç. Вĕсем спортсменсене ăнăçу, сывлăх сунчĕç. Чи малтанах старта VIP-ушкăн тухрĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсем, райадминистраци ĕçченĕсем, депутатсем 2 км дистанцие парăнтарассишĕн тупăшрĕç. VIP-чупура Янăш шкул директорĕ Вячеслав Димитриев пĕрремĕш, кунти ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Грачев иккĕмĕш тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Андрей Михайлов тивĕçрĕ.

Унтан чи пĕчĕккисем, 2009 çулта тата каярах, 2008-2007 çулсенче çуралнисем старта тухрĕç. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем хавхалантарса тăчĕç. Пĕчĕккисене сăнаса тăма та кăсăклă пулчĕ, хăшĕ-пĕрисем кĕске, теприсем хăйсенчен самай вăрăм йĕлтĕрсем сырса старт илчĕç. Арçын ачасем кăна мар, хĕрачасем те хаваспах йĕлтĕрпе ярăнчĕç. Хăшĕ-пĕришĕн вара ку пĕрремĕш йĕлтĕр ăмăртăвĕ пулчĕ. «Ягодка» ача садне çÿрекен пĕр арçын ачан амăшĕ çапла каласа пачĕ: «Кăçал йĕлтĕрпе ярăнса кураймарăмăр, ăмăртăва хатĕрленме ерçеймерĕмĕр çав». Аслă пиччĕшĕ шăллĕне килтен ăмăртăва ăсатса янă чухне çапла хытарса каланă иккен: «Чи кая юлсан та ярăнса тухмаллах, йĕмелле мар». Йĕлтĕр çине кăçал пĕрремĕш хут тăнă арçын ача çĕнтерÿçĕсен ретне лекеймерĕ пулин те, дистанцие парăнтарчĕ-парăнтарчех.

Йĕлтĕр ăмăртăвĕсене час-часах çÿрекенсем вăйлăрах йĕлтĕрçĕсене паллакан та пулнă-тăр. Уйрăмах Янăш енчи спортсменсем йĕлтĕрпе ярăнассипе маттур. Ку ăмăртуран та вĕсем пушă алăпа каймарĕç, пурĕ пĕрле 17 медаль çĕнсе илчĕç. Вĕсенчен 10 – «ылтăн», 4-шĕ – «кĕмĕл», 3-шĕ – «пăхăр».

Сăмах май

VIP-чупăва хутшăннă Тутаркасси ял тăрăх администраци пуçлăхĕн çумĕ Надежда Грацилева йĕлтĕр çине кашни çулах тăрать. «Спорт – сывă пурнăç çăлкуçĕ», – тет вăл. Кăшарнире вакка та чăмса тухнă. Çак самантри туйăмсене нимпе те танлаштарма çук иккен – пĕтĕм çан-çурăм пĕçерме тытăнсан, вăл ĕнентернĕ тăрăх, хăвна çĕнĕрен çуралнă пекех туйма тытăнатăн-мĕн. Финиша виççĕмĕш çитнĕскер çакнашкал мероприятисене пĕр сиктерми хутшăнас кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Пушшех те вĕсем, халăха меллĕ пултăр тесе, ятарласа канмалли кунсенче иртеççĕ.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости