Килти çÿп-çапа урама кăларманшăн

хĕрарăмăн нушаланма тивет

«Анне, вăл каллех мана кÿрентерчĕ… Питрен юн юхать, тутана çурса ячĕ-и…» – çывăх çыннине шăнкăравласа аран тухакан сасăпа пĕлтерчĕ çамрăк хĕрарăм. Кун пекки пĕрре кăна пулман ĕнтĕ – пĕрре чышса ярать, тепре – çупса, тапкаласа çапнисем те пулман мар. Çакнашкал лару-тăрура амăшĕ тем пекех пулăшĕччĕ тĕпренчĕкне, анчах мĕнпе – пĕлмест.

Никам та ан пĕлтĕр-и?

Килне, хăйĕн çунатти айне, илсе кайĕччĕ, анчах хĕрĕ килĕшмест – икĕ ачине ашшĕсĕр ÿстересшĕн мар вăл. Чăтаймарĕ амăшĕ, хальхинче йĕрке хуралçисене йыхравларĕ. Килчĕç, ÿсĕр арçынпа калаçу ирттерчĕç, ăна учета илни тата кун пек хăтланнăшăн штраф тÿлемелли пирки пĕлтерчĕç. Енчен те вăл каллех кунашкал «ĕçпе» палăрсан çирĕпрех явап тытма лекĕ унăн. Штраф виçи упăшкине ăс кĕртессе иккĕленет çамрăк хĕрарăм, çитменнине тата ăна çемье бюджетĕнченех тÿлеме лекĕ. Кама кирлĕ ку тăкаклану? Çавăнпа халиччен килти çуйхашу-тавлашăва алăк урати урлă каçарман вăл – килти çÿп-çапа урама ан кăлар тенине çамрăклах ăша хывса хунă.

Тĕрĕссипе, çĕршывра, республикăра, районта çĕр-çĕр хĕрарăм çакнашкал шухăшласа пурăнать. Мĕнле хĕн-хур курсан та тÿсет, килти лару-тăрăва вăрттăнлăхра тытать, мăшăрĕ лайăх енне улшăнасса кĕтет… Хаçатра хĕрарăм ят-шывне асăнма килĕшменни мĕнпе çыхăннине, ахăртнех, туйса илчĕ ĕнтĕ вулакан.

РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем кунсерен тенĕ пекех çемьери харкашусене тухса каяççĕ. Ÿсĕр арçынсен пурин те статусĕ пĕрешкелех темелле – йĕркеллĕ ĕçлемеççĕ, эрех-сăра юратаççĕ. Асăннă уйрăмран пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче ку енĕпе 16 преступление регистрациленĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтра – 14. Хĕрарăмсене хĕн-хур айĕнче тытса пурăнакансене тĕрлĕ статьяпа айăплаççĕ. Нумайăшĕ РФ Уголовнăй кодексăн 115-мĕш (сывлăха пĕлсе тăрсах çăмăл сиен кÿни) тата 116-мĕш (хĕнени) статйисемпе явап тытаççĕ. Сăмахран, кăçалхи икĕ уйăхра вĕсемпе 8 факта регистрациленĕ, пĕлтĕрхи январь-февральте – 4.

Çемьере алă çĕклесе тăракансене йĕрке хуралçисем куçран çухатмаççĕ – вĕсене учета илеççĕ, контрольлесе тăраççĕ. 2017 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районти полици уйрăмĕнче 43 çын учетра тăрать.

Улшăну кĕртнĕ

Нумаях пулмасть çемьери харкашуçăсене явап тыттарас тĕлĕшпе РФ Патшалăх Думин депутачĕсем улшăну йышăнчĕç – малашне килти çынна хĕнесе йывăр сиен кÿмесен хур кăтартакана уголовнăй статьяпа айăпламĕç. Ку улшăну нумай тавлашу çуратрĕ: арăма е упăшкана хĕнеме ирĕк паниех мар-и вара ку – тĕрлĕ шухăш илтĕнчĕ çынсенчен. Асăнса хăвармалла, административлă майпа пĕр хутчен кăна айăплама ирĕк пур, калăпăр, мăшăрне пирвайхи хут çапса ярсан, иккĕмĕш хутĕнче вăл уголовнăй айăплавран хăтăлаймĕ.

Çемьери хутшăнусене татса пама, паллах, çăмăлах мар. Упăшки хĕнесен йĕрке хурал органĕсене çырса панă заявление каялла тавăракансем те çук мар – чунĕ тăвăлса çитнĕ чухне кÿрентернĕшĕн явап тыттарас килетех унăн, вăхăт иртсен вара хĕрарăмăн чунĕ çемçелет, ачисен ашшĕне сăмахпах каçарать.

Компетентлă

Александр РОМАНОВ, район прокурорĕн аслă пулăшуçи:

– Пĕрремĕш хут сывлăха йывăр сиен кÿмесĕр хĕненĕшĕн 5 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме е 60-120 сехет ĕçлеме тивĕ. Кунсăр пуçне тата 10-15 талăка арестлеме те пултараççĕ.

РЕДАКЦИНЧЕН: Килти пусмăрăн вĕçĕ пур-и? Хăвăн шухăшăра редакцие «Вайбер» мобильлĕ приложенире çырса пĕлтер, вулаканăм: 8 965 687 44 59, 8 919 670 06 47.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости