Кил-​çур​та сых​лар

Çур​та усал-​тĕ​сел​тен мĕн​ле сых​ла​мал​ла? Ту​рăш​сем выр​наçтар​нă-​ха, тен, та​та мĕн те пу​лин ту​мал​ла?

Е​в​ге​ния МИХАЙЛОВА, Кÿ​кеç

Ни​ко​лай ат​те, Шу​паш​кар ра​йон бла​го​чин​нă​йĕ, Хыр​кас​си чир​кĕ​вĕн нас​тоя​те​лĕ:

– Кил-​çур​та пур усал-​тĕ​сел​тен те Ту​рă сых​ла​тăр те​сен чи мал​тан свя​щен​ни​ке чĕн​се та​сат​мал​ла. Кул​лен​хи пур​нăçра ту​рăш​сем умĕн​че кĕ​лĕ​сем ву​ла​мал​ла, лам​па​да, çур​та çут​мал​ла. Хă​вă​рăн та Ту​рă шыв​не ил​се кил-​çур​та сир​пĕт​мел​ле, çак​на Кă​шар​ни уя​вĕн​че те ту​ма ан ма​нăр. Ир​хи​не кил​тен тух​са кай​сан хĕ​рес пал​ли​пе çу​ла пил​ле​мел​ле, çы​вă​рас умĕн тă​ва​тă ен​нел​ле хĕ​рес пал​ли ху​мал​ла.

У​сă кур​ма юра​ман та​вар

Вăрт​тăн ин​фор​ма​ци пуç­тар​мал​ли ха​тĕ​рĕл​лĕ та​вар туя​на​кан​се​не уго​лов​нăй явап​лăх тыт​та​раççĕ те​ни​не илт​нĕч​чĕ. Вĕ​сен шут​не дик​то​фон​лă, ка​ме​рăл​лă обо​ру​до​ва​ни​сем кĕ​реççĕ-​мĕн. Çа​кă тĕ​рĕс-и?

И​ван ДОЛГОВ, Кÿ​кеç

Юрий ЮРКИН, Чăваш Республикин прокуратурин судра уголовнăй ĕçсене пăхса тухассине прокурорсемпе тивĕçтерекен уйрăмĕн пуçлăхĕ:

– 2011 çул​хи де​каб​рĕн 7-​мĕ​шĕн​че РФ Уго​лов​нăй ко​декс​не кĕрт​нĕ 138.1 статья​па ки​лĕ​шÿл​лĕн çа​кăн йыш​ши ятар​лă ха​тĕр​сем​пе су​ту-и​лÿ ту​нă​шăн кă​на мар, туян​нă​шăн та явап​лăх пур. 1996 çул​хи ию​лĕн 1-​мĕ​шĕн​че çĕр​шыв пра​ви​тельст​ви асăн​нă ка​те​го​рие ле​ке​кен та​вар​сен спи​сок​не çи​рĕп​лет​нĕ. Вĕ​сен шу​тĕн​че – са​сă çыр​тар​са вăрт​тăн ин​фор​ма​ци пух​мал​ли та​та ăна ре​гист​ра​ци​ле​мел​ли, пăх​са тă​мал​ли та​та до​ку​мен​та​ци​ле​мел​ли, те​ле​фон ка​ла​çă​вĕ​се​не ит​ле​мел​ли та​та хар​пăр çын пур​нăçне уçăм​лат​ма май па​ра​кан тех​ни​ка ха​тĕ​рĕ​сем кĕ​реççĕ. Пур​нăçра кул​лен тĕл пу​ла​кан​ни​сем – ахаль япа​ла – руч​ка-​кă​ран​таш, бре​лок, куçлăх, галс​тук – евĕр​лĕ ăс​та​ла​нă е вĕ​сен çум​не çи​рĕп​лет​нĕ вăрт​тăн ка​ме​рă​сем​пе дик​то​фон​сем.

П​рес​туп​ле​ни ту​са кă​лар​нă, туян​нă та​та сут​нă са​мант​ран вĕçлен​нĕ пек шут​ла​нать. Юлаш​кин​чен асăн​нин шу​тĕн​че – туян​ни, çав шут​ра Ин​те​рнет, Поч​та çы​хă​нă​вĕ ур​лă та, пар​не​ле​ни та​та ăна сар​нин ыт​ти ме​лĕ.

Тĕс​лĕх вы​рăн​не Шу​паш​кар ху​лин Ле​нин ра​йон су​чĕ пăх​са тух​нă уго​лов​нăй ĕçе ил​се кă​тар​тар. Унăн йы​шă​нă​вĕ​пе
М.​на Ин​тер​нет​ра пал​лă су​ту-и​лÿ сай​чĕ ур​лă ви​део​ка​ме​рăл​лă та​та мик​ро​фон​лă ав​то​руч​ка туян​нă​шăн РФ УК 138.1 статйи​пе айăп​ла​нă. Та​ва​ра ар​çын Поч​та çы​хă​нă​вĕн уй​рă​мĕн​че ил​нĕ. Экс​пер​ти​за пĕ​тĕм​ле​тĕ​вĕ кан​це​ля​ри та​ва​рĕ Раççей​ре усă кур​ма чар​нă урăх та​вар евĕр ту​са кă​лар​нă ятар​лă тех​ни​ка ха​тĕ​рĕ пул​ни​не кă​тарт​са па​нă. Суд М.-​на 40 пин тен​кĕ​лĕх шт​раф​ла​нă. Вăл ла​ру​ра çак руч​кă​па кан​це​ля​ри та​ва​рĕ вы​рăн​не кă​на усă ку​рас шут​лă пул​ни​пе тÿр​ре тух​ма хăт​лан​нă, ан​чах суд çак​на ит​ле​мен те. Çа​вăн​па та ки​рек мĕн туян​нă чух​не те ла​йăх шу​хăш​ла​са пăх​мал​ла – çĕр​шыв​ра ăна усă кур​ма юра​ман та​вар​сен шут​не кĕрт​мен-и?

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости