Кĕр сăри кĕрлерĕ

«Станъял ялĕнче,Чемень сăртĕнче.Кĕр сăри уявĕ, кĕрлерĕ таврара…»

Авалтан пыракан йăла-йĕркепе чăвашсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесен кĕр сăри уявне паллă тунă. Уява çĕнĕ сăра туса, çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсе, автан е чăх (пуянтараххисем – така) пусса пĕçерсе хатĕрленĕ. Октябрĕн 10-мĕшĕнче, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Станъял ялĕнче, кăçал Акатуй иртнĕ этнопаркра, ял тăрăхĕн Кĕр сăри уявĕ анлăн иртрĕ.
Ял тăрăхĕнчи 16 ялтан 11 ял хастарĕсем килсе çитрĕç уяв уçланкине. Кашни ял хăйĕн кил-картишне тĕплĕн илемлетме тытăнчĕ. Чи малтанах арçынсем картишсен тул енне хурăн йывăççисене лартрĕç.

Çакна валли Атăлъял ял старости Владимир Андреев механизатор хăйĕн тракторĕпе йывăçсем лартса хăварма парк йĕри тавра 2 м сарлакăш лаптăка сухаласа тухрĕ. Атăлъялсем уява 17-ĕн хутшăнчĕç. Сергей Иванов, Геннадий Кондратьев тата çак йĕркесен авторĕ 12 тĕм хурăн йывăççи лартрĕç, ытти ялсем те хастар пулчĕç. Уяв картишĕн мал енне пилеш, палан, ежевика хунавĕсем йышăнчĕç. Пĕтĕмпе 300-е яхăн йывăç хунавĕ ÿссе ларчĕ уяв картишĕ тавра. Шал енне хĕрарăмсем нумай çул ÿсекен чечексемпе илемлетрĕç. Кашни ял кăвайт чĕртсе, хуран çакса уяв яшки, чашлама е пулă шÿрпи вĕретрĕ, сăра ăшăтрĕ, сĕтел хатĕрлерĕ. Атăлъялсем Кристина Семенова клуб ертÿçипе пĕрле йĕркеленĕ куравра Вячеслав Семеновăн картинине тата çак йĕркесен авторĕн, кăçал Атăлъялĕнче иртнĕ шыв çинчи уява сăнласа паракан сăн ÿкерчĕксен стендне, хĕрарăмсен ал ĕçĕсене, пир кавирпа чăваш тĕррипе илемлетнĕ ал шăллисене курма май пулчĕ. Сĕтел çинче 5 тĕрлĕ сăра, чăкăт, кукăльсем, шăрттан, хуплу, çĕр улми, пахча çимĕç туллиех пулчĕç. Антонина Гарашкинăпа Нина Кондратьева хуран çакса чашлама пĕçерсе хатĕрлерĕç. Уяв программине çавра сцена çинчен Çÿлтикасси клубĕн ертÿçи Светлана Мартьянова ертсе пычĕ. Малтанах пĕрлештернĕ хор «Алран кайми аки-сухи» юрра шăрантарчĕ. Унтан Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ авалхи «кĕр сăри» уявне лартса пачĕ, хăнасене уяв сĕтелĕ умне йыхравларĕ. Пултарулăх ушкăнĕнчи хĕрарăмсем хăнасене çĕнĕ сăрапа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илсе хăналарĕç. Вĕсен йышĕнче ЧР пенсионерсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Валерий Сапожников, ЧР халăхăн наукăпа искусство академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин («Мăчавар»), ЧР «Сувар» фончĕн ертÿçи Владимир Тяпкин, Виталий Станъял академик, Николай Фомиряков ăсчах, ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов, Шупашкар районĕн тĕп клуб системин пуçлăхĕ Ирина Беспалова, Шупашкар район депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Хорасев, Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Кудряшов, ЧР таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин пулчĕç. Чăваш мăчаварĕ кĕр сăри уявĕ ячĕпе пил каларĕ: «… Пур ĕç те вырăнлă пултăр. Кĕмĕл уйăх çути пек, анлă Атăл юхнă пек пур ĕçпе те савăнмалла пултăр. Çапла пултăр», – терĕ.

Юр çăвать, çавра сцена çинчен юрă хыççăн юрă юхать. Çÿлтикассинчи Вячеслав Мышкин та хăйĕн купăсĕпе сценăна илемлетрĕ. Хăнасемпе жюри членĕсем ял картишĕсене тишкерсе çаврăнчĕç. Курса çÿремелли вара чăнах та нумай пулчĕ. Кипечкассисем те, Çÿлтикасси шкулĕн библиотекарĕнче тăрăшакан Света Молаева ертсе пынипе уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Картиш алăкĕ умне 2 мăн хăяр вырнаçтарнă. Çеткăра чĕрĕ сом пулă та курма пулчĕ, сĕтелĕ те пуян. Ирина Павлова вара «Кĕр пики» пулса тăчĕ. Çавăнпа та пулĕ сĕтел хатĕрлессипе Кипечкассисем малта пулчĕç. Станъял ялĕ стендсемпе мала тухрĕ. Вĕсен уяв сĕтелĕ çинче мăн хăяртан ăсталанă «сысна çури» те курма май пулчĕ. Ăна Валентина Эльмен тунă. Кил- картишне йĕркелессипе Хыркассисем мала тухрĕç. Вĕсен сĕтелĕсем çинчи, тăм чÿлмексенче сăра, кукăль-çăмах пур, 2 хуран çакнă. Кунта кавăнран касса кăларнă çурт та вырăн тупнă. Ку – Елена Афандерова вĕрентекен ĕçĕ. Вячеслав Спиридонов ертсе пыракан Малти Ункăпуçсем тенкĕллĕ чăваш тумĕсемпе тата 12 тĕрлĕ сăрипе мала тухрĕç. Уйрăм чăваш апат-çимĕçне хатĕрлессипе жюри Атăлъялсен шăрттанне, Станъялсен чашламине, Çÿлтикассисен мăн хăяр ăшĕнче пĕçернĕ пăттине т.ыт. палăртрĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости