Кĕрĕк арки йăваласа лариччен…

…уçă сывлăшра канма май тупаççĕ мăн маркасем

Кăçал февралĕн 14-мĕшĕнче тĕлĕнмелле хитре çанталăк тăчĕ. Ирхине тĕтреллĕрехчĕ, каярахпа йывăçсем паспа витĕнчĕç, туратсем мăннăн курăнчĕç. Хĕвел пăхса ячĕ те, пĕтĕм тĕнче çуталса кайрĕ. Йĕри-таврари юр хаклă йышши чул пек йăлтăртатма пуçларĕ. Ирхине 9 сехет тĕлне Мăн Марка ялĕ хĕрринче хĕлле пулла çÿреме юратакансем чылайăн пуçтарăнчĕç. Вĕсен хушшинче çатра маркасемпе ишексем те курăнчĕç. Алексей Шаров пуçарнипе (вăлах спонсорĕ те) çак кун Ункă шывĕ çинче пулăçсен ăмăртăвне йĕркелерĕç. Пулăллă вырăн шыраса унта та кунта шăтăксем турĕç. Чи пĕрремĕш пулла Владимир Лазарев туртса кăларчĕ. Кăнтăрла иртни пĕр сехетчен тăсăлчĕ ăмăрту. Жюри членĕсем Сергей Кольцов тата Алексей Шаров пулчĕç, тытнă пулла виçрĕç. Чи нумай тытаканни Виктор Тимофеев пулчĕ, çакăншăн вăл пăр шăтармалли пăра çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшĕнче Сергей Каштанов (Мăн Марка кĕрÿшĕ) пулчĕ, виççĕмĕш вырăна вара Сергей Александров тухрĕ, вăлах чи пысăк пулла çаклатрĕ. Виççĕшне те парнесемпе, кубоксемпе тата дипломсемпе чысларĕç.

Пулăçсенчен чи нумай çул пулла çÿрекенни Николай Громов, вăл 1976 çултанпа хăйĕн пушă вăхăтне çакăн пек интереслĕ те усăллă ирттерет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче республикăра иртнĕ çакнашкал ăмăртура 2-мĕш вырăн та йышăннă. Ăçта кăна пулă тытман-ши вăл: Сăр, Сĕве, Атăл, Выла юхан шывĕсенче.

Вячеслав Петров, Андрей Молодкин тата Петр Козлов тутлă пулă шÿрпи пĕçернĕ. Ăмăрту пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ. Тепре март уйăхĕнче пуçтарăнса çакăн пек тупăшу ирттерме шут тытрĕç пулăçсем.

ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА, МĂН МАРКА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости