Матрюшке çĕнтерĕвĕ

Ывăлĕ – ашшĕне, хĕрĕ – амăшне çывăх теççĕ, вĕсем пĕр-пĕрин патне ытларах туртăнаççĕ. Анчах та тĕллевлĕ тата ача аталанăвĕшĕн вăхăта та, укçа-тенке те хĕрхенмен çынсем çакăнпа нихăçан та тÿрре тухмаççĕ.

Шанарта пурăнакан Васильевсем хăйсен аслă хĕрне пысăк спорта хатĕрленĕ пекех «пиçĕхтереççĕ»: эрнере тăватă куна 4-мĕш класра вĕренекен Виктория икшер сехет тренировкăсенче ирттерет. Уроксем хыççăн ăна спорт ташшин студийĕнче художество гимнастикипе спорт мастерĕ Оксана Шилова кĕтет. Оксана Владимировна каланă тăрăх, хĕрача çитĕнĕвĕсем вăрах кĕттермеççĕ. «Пилĕк çултанпа хатĕрленет вăл пирĕн патра. Малтанах йывăртарах та пулчĕ-тĕр, анчах парăнмарĕ. Тĕрĕссипе çакна кăтартмарĕ те вăл. Спортăн кирек мĕнле тĕсĕ те хăюллисене кăна кăмăллать», – тет çамрăк тренер. Хăюлăха вара тренировкăсене ашшĕпе çÿрени хушать те пулмалла.

Алексей Васильев хĕрĕн çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă. «Художествăлла гимнастика енĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинчи ăмăртусенче виççĕмĕш çул малти вырăнсене йышăнать», – тет вăл. Тренировкăсене валли, костюм туянма мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирли пирки ÿпкелешнине ашшĕнчен илтеймĕн. Хĕрĕсен пуласлăхĕшĕн укçа-тенкĕ хывма шел мар-мĕн. Чемпионка йăмăкĕ, ача садне çÿрекен Татьяна та спортăн çак тĕсĕпе тренировкăсене çÿрет.

Виктория иртнĕ эрне вĕçĕнче Шупашкарта фитнес-аэробика енĕпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва ăнăçлă хутшăннă. Чăваш Ен тĕп хулинче фитнес-аэробикăна кăмăллакансене кăçал саккăрмĕш хут пуçтаракан фестиваль хыççăн сцена çине ăмăртăва хутшăнакансем тухнă. Вĕсене хавхалантарма çитнĕ Чăваш Ен спорт министрĕ Сергей Шелтуков паян республикăра фитнес-аэробика спортăн чи массăллă тĕсĕ шутланнине палăртнă. Ăна шкул ачисен республика спартакиадин программине те кĕртнĕ. Çĕршыв ăмăртăвне пĕтĕмпе 156 команда хутшăннă. Чăваш Ен пултарулăхне тĕп хула тата хăш-пĕр район спортсменĕ кăтартнă. Вĕсен хушшинче – тĕп хулари 37-мĕш шкул вĕренекенĕ Виктория Васильева та. Матрюшке тумне тăхăннă хĕрача кăткăс хăнăхтарусене пĕрлештерекен «Завалинки» номерпе хăйĕн ушкăнĕнче чи мала тухнă.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости