Медальсен пухмачĕ тулсах пырать

Хаçат вулаканĕсене паян Ишек шкулĕнчи питĕ пултаруллă хĕрачапа паллаштарас килет. Вăл – 7-мĕш класра вĕренекен Екатерина Николаева.

Вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне спортпа та туслă вăл. Хам кĕçĕн классене вĕрентнĕрен куç умĕнчех çитĕнчĕ тесен те тĕрĕс пулать-тĕр.

Ырашпулăх ялĕ Ишекрен 4 çухрăмра вырнаçнă. Çав ялтан Катерина пĕрремĕш класранпах шкула çуран çÿрет. Апла пулин те эпĕ вăл пĕрре те ывăнни пирки ÿпкелешнине илтмен. Ашшĕ Валериан Дмитриевич пушарнăйра, амăшĕ Наталья Анатольевна Ишлей райповĕн Ишекри лавккинче вăй хураççĕ. Ялта Николаевсен çемйи хисепре. «Ĕçчен», – теççĕ вĕсем çинчен. Çемьере виçĕ ача вĕсен, аслисем хулара вĕренеççĕ ĕнтĕ, Катя вара – чи кĕçĕнни. Катьăн юратнă предмечĕсем хушшинче физика та, математика та пур. Вĕсенчен пĕри – физкультура. Çав предметпа унăн çитĕнÿсем чылай. Иртнĕ çул армрестлинг енĕпе Шупашкар районĕнчи шкул ачисен спартакиадинче, республикăра иртнĕ турнирта 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ вăл, çăмăл атлетикăпа шкул ачисен спартакиадинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Иртнĕ çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче пирĕн шкулта Афганистан вăрçинче паттăррăн пуçне хунă Чаканар каччине Геннадий Калинина асăнса кире пуканĕ йăтассипе республика ăмăртăвĕ иртрĕ. 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ унта. Пирĕн Катя вара 3-мĕш вырăн йышăнса пăхăр медале тивĕçрĕ. Çулталăк пуçланчĕ анчах, Катеринăн медальсен пухмачи çĕнĕ çитĕнÿсемпе тулсах тăрать. Январь уйăхĕнче армрестлингпа Шупашкар район первенствинче тата Чăваш Республикин ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăн йышăнса кĕмĕль медале çĕнсе илчĕ. Февральте вара районтан ылтăн медальпе таврăнчĕ. Спортри çитĕнÿсене тума ăна физкультура вĕрентекенĕ Регина Руманова пулăшса тата хавхалантарса пырать.

ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА, ИШЕК

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости