Шупашкар район прокуратури «Чебо» компани ООО ĕç законодательствине пурнăçлани тĕлĕшĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Обществăри Ford Transit автомобиль водителĕ рейс умĕнхи медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухманнине (2017 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчи çул хучĕ) тупса палăртнă. РФ Ĕç кодексĕн 76-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ĕçе илекенĕн медицина тĕрĕслевне тухман кадрпа ĕç килĕшĕвне татмаллла.
РФ Ĕç кодексĕн 213-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ĕçлекенсен хăш-пĕр категорийĕ валли ĕç кунĕ (смена) пуçламăшĕнче, çавăн пекех кун тăршшĕнче тата вĕçĕнче медицина тĕрĕслевне ятарласа тухмалли йĕркене палăртма пултараççĕ. Кодексăн 212-мĕш статйипе хăрушлăхсăр условийĕсене йĕркелессипе тата ĕç сыхлавĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă тивĕçсене ĕçе илекенĕн пурнăçламалла. Район прокуратурин тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх общество директорĕ тĕлĕшĕпе РФ КоАПĕн 5.27 статйипе (3-мĕш пай) ĕç пуçарнă, представлени тăратнă. Постановление пăхса тухнă хыççăн юлашкине 15000 тенкĕлĕх штрафланă.