Мĕнле пурăнатăн, Лапсар ял тăрăхĕ?

Кăçал Лапсар ял тăрăхĕнче тĕрлĕ объектра ĕç пырать. Тĕслĕхрен, «Чăваш Республикинчи транспорт тытăмĕн аталанăвĕ» патшалăх программи тăрăх Карачура ялĕнчи ДРСУ урамĕнчи 2-мĕш тата 3-мĕш çуртсем умĕнчи лапамсене юсанă. Ĕçе пурнăçлама 860 пин ытла тенкĕ уйăрнă. Çатракасси ялĕнчи Школьная урамри çула юсама 2,1 млн тенкĕ ытла тăкакланă.

Чылай проект пуçарулă бюджет программи шайĕнче пурнăçланать. Çак шутра Карачура ялĕнчи Лесная урамра çул юсанă, ĕçе пурнăçлама 2,7 млн ытла уйăрнă. Хĕрлĕçырта Мельничная урамра çул сараççĕ – халĕ кунта техникăпа хăйăр турттараççĕ, унтан вак чул сапалаççĕ, хыççăн асфальт сарса тикĕслеççĕ. Объект çинче ĕçе пурнăçлама 2,8 млн ытла тенкĕлĕх контракт тунă. Вăрманкасра Первомайская урамри çула та, Хĕрлĕçырти шыв пăрăхĕсене те пуçаруллă бюджет программипе юсаççĕ. Хĕрлĕçырта Тимофеев подрядчик ĕçсене пурнăçлама 2 эрне каялла пурнăçлама пуçланă. «Скважинăпа шыв башнине вырнаçтарма уйрăм аукцион ирттернĕ. Шыв пăрăхĕсем кашни урамра пулĕç, Мельничная урамра вĕсене хунă», – пĕлтерчĕ Лапсар ял тăрăх пуçлăхĕ Дмитрий Луков. «Килте çăлран шыв ăсаттăмăр. Шыв пăрăхĕсене хывасса питĕ кĕтрĕмĕр: çуркунне шывран кăшт шăшршă кĕретчĕ, халĕ килти кранран таса артезиан шывĕ юхĕ. Çак ĕçе пурнăçланăшăн пысăк тав», – терĕ Хĕрлĕçырта пурăнакан Елена Иванова. Дмитрий Витальевич кăçал Лапсар ял тăрăхне Карачура ялĕнче клуб хăпартма тата шыв пăрăхне юсама районтан укçа-тенкĕ уйăрса панине палăртса хăварчĕ.

Объекты в Лапсарском сельском поселении


Работы в деревне Хирле-Сир


Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости