Мĕн парать театрта выляни?

Мартăн 11-мĕшĕнче Мăн Марка ялĕн клубне халăх тĕттĕмленичченех утма пуçларĕ, пурте вырăн йышăнма васкарĕç. Халĕ ĕлĕкхи пек автобуса тулса Шупашкара театр курма çÿремест халăх. Артистсем хăйсемех ялсем тăрăх тухаççĕ. Мĕн тери ырлăх!

Сцена çине Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕ çумĕнче йĕркеленнĕ И.С. Максимов-Кошкинский ячĕллĕ чăваш халăх драма театрĕн артисчĕсем тухсан халăх тăвăллăн алă çупса ячĕ. Театр режиссёрĕ – Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – Нина Трифоновна Панина. Артистсем Николай Угарин çырнă «Улькка кинĕн виçĕ кинĕ» спектакле мăн маркасене кăтартрĕç, залра малтикассем те, çатра-маркасем те пурччĕ.

Халăхран тухнă артистсем тĕлĕнмелле ăста вылярĕç. Кашни акт хыççăн вылякансене тăвăллăн алă çупса тав турĕ куракан.

Спектакль хыççăн хăнасенчен ыйтса пĕлме шут тытрăм. Мĕн парать-ши вĕсене театрта выляни? – çак ыйту канăçсăрлантарчĕ мана. «Кăмăл туртнипе вылятпăр, чун киленĕçĕ тупатпăр», – пулчĕ вĕсен хуравĕ. Чуна парса вылямасан сцена çинче çакăн пек ăста курăнма пулмасть те пулĕ. Тĕрлĕ профессиллĕ çынсем театрпа çыхăнтарнă хăйсен пурнăçне. Светлана Тяхмусова (Верук), Людмила Николаева (Надя), Римма Гаврилова (Люба) учительте ĕçлеççĕ, Николай Яковлев (Мăкăль тете) – строитель, Виталий Иванов (Мишша) – студент. Вера Краснова (Марук инке) тивĕçлĕ канура пулсан та ыттисем пекех эрнере 2-3 хут репетицие çÿреме вăй-хăват тупать. Унăн пурнăçĕ çак театрпах çыхăннă, 45 çул çÿрет вăл унта. Зоя Аристархова (Улькка) костюмерта ĕçлет. Вăл та 42 çул спектакльсенче вылять. Сасă режиссёрĕ Алексей Петров студент та вĕреннĕ вăхăтрах спектакльсене юрă-кĕвĕпе илемлетме пулăшать. Çак коллектив туслă пулнине ăнланма вăхăт нумаях та кирлĕ пулмарĕ.

Артистсем 2005-2006 çулсенче Турцири Стамбул хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен театрĕсен фестивалĕнчен 2-мĕш вырăнпа таврăннине хăйсен ĕçĕн чи пысăк çитĕнĕвĕ вырăнне хурса палăртрĕç. Чăваш Республикинче çитмен район юлман та вĕсен. Унсăр пуçне Тутар, Пушкăрт республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче те гастрольсемпе пулма тÿр килнĕ.

Екатерина Григорьева, Мăн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости