«Нарспи» çÿлĕк çинчен каймĕ

Константин Иванов çуралнă тĕле – «Литература палăкĕсем» ярăмăн иккĕмĕш хушма кăларăмĕ.

Хушса хатĕрленĕ «Нарспи» иккĕмĕш кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинчен кун çути курчĕ. Поэтсемпе ÿнерçĕсене, композиторсемпе актерсене ĕмĕр хушши хавхалантарса тăракан К.В. Ивановăн вилĕмсĕр поэми кунта литература, культурăпа художество палăкĕ пулса тăрать. Пĕрремĕш кăларăм кун çути курнăранпа çичĕ çул иртрĕ. Ăна поэмăна пичетленĕренпе 100 çул çитнине халалланăччĕ. Çĕнĕ хушма кăларăма вара чăваш сăмахĕн ăсти çуралнăранпа – 125 çул çитнине.

Поэмăна чăваш чĕлхипе пичетленĕ, çавăн пекех кунтах Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай вырăс чĕлхине куçарни те пур. Кĕнекене фотодокументаципе, ÿкерчĕксемпе пуянлатма республикăри чи пултаруллă тата ăста художниксен ĕçĕсене усă курнă. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости