Паттăрсене асра тытса

Анат-Кĕнер шкулĕнче çакăнта вĕреннĕ, Чечен вăрçинче пуç хунă ФСБ капитанне Леонид Ильина тата Анатолий Лебедев салтака халалласа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Ăмăртăва Шупашкар районĕнчи – 4, Муркаш районĕнчи 2 шкул тата Станъял ялĕн çамрăкĕсем хутшăнчĕç. Малтан шкул ачисене Шупашкар район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Чăваш Енри ФСБ службин подполковникĕ Нина Капранова, Леонид Георгиевичăн мăшăрĕ Ольга Алексеевна, Анатолий Геннадьевичăн амăшĕ Надежда Вячеславовна, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Кудряшов сăмах илчĕç. 11-мĕш класра вĕренекен Никита Макаровпа Анна Ярославцева Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Шкул ачисем паттăр салтаксен кун-çулĕпе те паллашрĕç. Вĕсем яланах пирĕн асăмăрта упранĕç.

Ăмăртăвăн кубокне каллех Муркаш районĕнчи Калайкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем çĕнсе илчĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости