Пахалăхлă, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ

Чăваш Енри 10 массăллă информаци хатĕрĕ «Прессăн ылтăн фончĕ-2015» хисеплĕ паллăна тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче – «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ те.

Коллектив виççĕмĕш çул ĕнтĕ çак паллăна вĕçертмест – вăл 2013 çултанпа унăн хуçи.  Наградăна илнисен хушшинче çавăн пекех «Советская Чувашия», «Республика», «Грани», Муркаш районĕн «Çĕнтерÿ ялавĕ», Етĕрне районĕн «Ĕç ялавĕ», Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ», Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ», Елчĕк районĕн «Елчĕк Ен» хаçачĕсем тата «Моя империя» журнал.

Уйрăмлăх паллине никама пăхăнман эксперт канашĕн йышăнăвĕ тăрăх «пысăк шайри кăмăл-сипетлĕх принципĕсене пропагандăлакан, этемĕн чун хавалне, ăс-тăнне аталантарассишĕн тăрăшакан»  Раççейри чи лайăх кăларăмсене параççĕ. Конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, уйрăм паллăна тивĕçнĕ редакци ăна çулталăк тăршшĕпе пичет кăларăмĕнче тата официаллă сайтра усă курас ирĕке илет.

«Прессăн ылтăн фончĕ – 2015» паллăна тата ăна çирĕплетекен свидетельствăна панă чухнехи чыслав кăçалхи апрель уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Мускавра иртет. Мероприяти çĕршыв МИХĕсен  кашни çул журналистсене пухакан «Раççейĕн пахалăхлă пресси тата  унăн аталану çул-йĕрĕ» ĕçлĕ форумпа тÿр килет.

Аса илтерни вырăнлă: «Прессăн ылтăн фондне»  пахалăхлă тата халăхшăн пĕлтерĕшлĕ пичет кăларăмĕсене палăртма «ПРЕССА» профессионаллă тĕнче куравĕн йĕркелÿ комитечĕ  2005 çулта çирĕплетнĕ. 2010 çултанпа проекта «Журналист» издательство çурчĕ йĕркелесе пырать. 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости