Пикшиксем кулянмаççĕ, савăнма манмаççĕ

Ял ĕçпе кăна пурăнмасть ытти енĕпе те унăн кун-çулĕ тулли. Праçник е пĕр-пĕр куна паллă тумалла-и, ваттисем валли уяв йĕркелемелле-и, ялан тенĕ пекех пĕр çĕре пухăнса уявсем ирттереççĕ. Ăçта? Пикшикре!

Асăннă ялта клуб çук пулин те халăх кулянса лармасть. Тĕрлĕ уява урамра ирттернине тахçанах вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ, хăнăхнă. Сарапакасси ял тăрăх депутачĕ, Алевтина Улюкина староста çынсемпе пĕрле мĕн-мĕн туса ирттернине сăн ÿкерчĕксенче кăтартнă хыççăн, пытармастăп, кăшт тĕлĕнтĕм те. Культура вучахĕ çукки савăк пурăнмашкăн чăрмантармасть иккен. «Темиçе çул ĕнтĕ çулла ял уявĕ ирттеретпĕр», – каласа кăтартать вăл. Çулла темех мар-ха, ăшă, уявсене урамра йĕркелеме пулать. Кĕркунне-çуркунне, хĕлле вара?! Ку та темех мар иккен, пикшиксемшĕн япăх вăхăт çук, нимĕнле çанталăк та савăнмашкăн кансĕрлеймĕ. Çĕнĕ çул уявĕнче те вĕсем урамрах кĕрленĕ, çăварние те паллă туса ирттернĕ. Тыр-пула пухса кĕртнĕ хыççăн кĕр пуянлăхĕпе уçă сывлăшрах кĕреке сарса хунă, çавăнтах пахча çимĕçрен курав йĕркеленĕ… Тĕрĕссипе, кунашкал уяв нумай пулнă вĕсен. Ялта клуб пулсан мĕн тери савăнĕччĕç ĕнтĕ?.. Çывăхра культура вучахĕ вырнаçсан тата та хăпартланса кайĕччĕç-и тен. Сăмахран, юрлакансен ансамбльне йĕркелĕччĕç, хăйсем ят панă «Туслăх» ушкăн пур-ха вĕсен, анчах та ăна хут çинче никам та йышăнман, унта çÿрекен 10 çыншăн кăна вăл çывăх пек туйăнать.

Пикшикре клуб тăвасса çынсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, хальлĕхе ку ыйту уçă юлать. Культура учрежденийĕ хăçан пулассине çынсем пĕлмеççĕ пулин те пур-пĕрех пăшăрханмаççĕ, кĕтеççĕ. Вĕсем вара чăннипех те кĕтме вĕренсе çитнĕ. Çакна çирĕплетекен пĕр тĕслĕхе илсе кăтартар-ха. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисене асăнса палăк лартас ыйтăва темиçе çул хускатнă пулнă. «Палăк лартмалла, палăк лартмалла…» – текеленĕ хыççăн лав вырăнтан тапраннах. Халăх сĕнĕвне – тĕрĕссипе, кун пек ырă ĕç пирки хирĕçле калакансем те пулнă иккен – пурнăçа кĕртессине пуринчен ытла Алевтина хăйĕн çине илнĕ. Çынсенчен укçа-тенкĕ пухса ĕмĕтленнине пикшиксем пурнăçа кĕртме пултарнă, çак тăкаксем пурĕ 80 пин ытла тенке кайса ларнă. «Ял тăрăх администрацийĕ 20 пин тенкĕ уйăрса палăк йĕри-тавра карта тытрĕ», – каласа парать староста. Çапла вара пĕлтĕр майăн 9-мĕшĕ тĕлне ял вĕçĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, унта пуçне хунисене асăнса тунă палăк хăйĕн вырăнне тупнă, унта 18 ят-хушамат çырăннă. Хитререх пултăр тесе айккисене чăрăшсем лартнă. «Йывăçсене çÿллĕрех картапа тытмалла-ха, унсăрăн выльăх-чĕрлĕх таптаса пĕтересрен шикленмелле», – шыв-шур типсен тумалли ĕçсене халех палăртать староста.

Алевтина Улюкина çынсемпе хутшăнма тахçанах вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ, 10 çул ытла староста вăл. Халăхпа ĕçлеме çăмăл маррине тунмасть. «Пуринчен ытла пĕр шухăш патне илсе пыма кăткăс», – чунне уçать пирĕнпе. Анчах пур пĕрех пуçне усмасть, мĕншĕн тесен пурте пĕрле тунă ĕçсем ăна ытти çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме хавхалантараççĕ. Кăçал тумаллисене палăртса хунă, палăк патĕнчи чăрăшсене «хÿтте» илессине асăнтăмăр ĕнтĕ, кунсăр пуçне субботниксем ирттерĕç, ялта ача-пăча вылямашкăн площадка лартасси те планрах-ха. Анчах та чылайăшне пурнăçа кĕртесси укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çапла çав, нухратсăр нимĕн те пулмасть. Акă ял тăрăх пуçлăхĕн сăмахĕсем те çак шухăш патнех илсе çитерчĕç.

Комментари

Павел АМУРЦЕВ, Сарапакасси ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Пикшикре 66 кил, 175 çын пурăнать. Ялта клуб кирлине тахçанах пĕлетĕп, чăнах та культура вучахĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен пухусене те, уявсене те çынсем урамра ирттереççĕ. Анчах шăп та лăп хăçан тăвассине татса калаймастăп, ыйту укçа-тенкĕпе çыхăннă. Енчен те вăл тупăнсанах клуб тумашкăн хирĕç мар эпир.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости