Ҫуллахи каникула кашни шкул ачи чăтăмсăррăн кӗтет. Ӑна мӗнле иртересси вара ашшӗ-амăшне те кăсăклантарать паллах.
Кипеккасси ялӗ пысăк мар, кунта ачасем те сахал, тен ҫавăнпа вӗсем питӗ туслă. Ачасем ҫуллахи вăхăта усăллă ирттерме калаçса татăлчĕç. Вӗсем кунсерен сывлăха ҫирӗплетеҫҫӗ, спортпа туслă пурăнаҫҫӗ. Кун урлă сиктерсе каҫхи сакăр сехет тĕлне ачасем ял пуҫне пуҫтарăнаҫҫӗ: тӗрлӗ хускану тăваҫҫӗ, чупаҫҫӗ, скакалкăпа сикеҫҫӗ, хырăм пресне ҫирӗплетеҫҫӗ, кире пуканне йăтаҫҫӗ. Пӗр сăмахпа каласан, вăхăта сая ямаҫҫӗ. Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах тӗрлӗ ăмăртăва хутшăнма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Спорта явăҫтараканӗ – Ишекри вăтам шкулта физкультура предметне вӗрентекен Регина Руманова, вăл та пирӗн ялта пурăнать. Хăйӗн пушă вăхăтне шеллемесӗр пирӗнпе кăмăлтан ӗҫлет. «Регина Геннадиевна пире спорта юратма, унпа туслă пулма вӗрентет, яланах ырă тӗслӗх пулса тăрать», – теҫҫӗ Кипеккасси ачисем.
Тона Кудряшова, Кипеккасси ялӗ