Профессионалсемпе ĕçлеме кăмăллă

«Тăван Ен» хаçат – ШĔМ органĕсен ĕçĕ-хĕлне туллин çутатас енĕпе иртнĕ республика конкурсĕн çĕнтерÿçи.

Çак тытăм ĕçченĕсен професси уявне халалланă мероприятире массăллă информаци хатĕрĕсене – конкурс лауреачĕсене тунти кун тĕп хулари Оперăпа балет театрĕнче чысларĕç.

Массăллă информаци хатĕрĕсем, журналистсем хушшинче иртекен çак конкурса ЧР ШĔМĕ 16-мĕш çул йĕркелет. Кăçал унта республикăра тухса тăракан 4, район-хуларан – 20 кăларăм ĕçĕсене йышăннă. Кунсăр пуçне – вун-вун телесюжетпа радиокорреспонденци.

«Тăван Ен» хаçат нумай çул хушши ШĔМ органĕсемпе, çав шутра шалти ĕçсен Шупашкар районĕнчи пайĕпе тачă çыхăну тытать, асăннă конкурса кашни çулах журналистсен ĕçĕсене тăратать. Нумай хут çĕнтерÿçĕ пулнă. Кăçал та палăрчĕ редакци – дипломпа пĕрле Чăваш Ен ШĔМĕн сумлă парнине çĕнсе илчĕ. Лауреатсене ЧР ШĔМĕн ертÿçи, полици генерал-майорĕ Сергей Семенов чысларĕ.

«Тăван Ен» хаçат корреспонденчĕсем тĕрлĕ мероприятие йыхравласан хаваспах килĕшеççĕ. Рейдсемпе ятарлă операцисене те хутшăнаççĕ. Преступленисене уçса парас енĕпе тунă çитĕнÿсене редакци сайтĕнче те анлă çутатаççĕ. Шалти ĕçсен пайĕ çумĕнче общество канашĕ ĕçлет – унăн тытăмĕнче редакци ĕçченĕсем те пур. Вĕсене пирĕн ĕçе объективлă хак панăшăн тав тăвас килет», – палăртрĕ шалти ĕçсен Шупашкар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Александр Кириллов.

2014-мĕш çулхи лауреатсем çавăн пекех – «Советская Чувашия», «Чебоксарские новости» хаçатсен редакцийĕсем, «Россия-24» телеканалăн регионри редакцийĕн коллективĕ, «Чувашия» ПТРК, Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ, Канаш хулин «Неделя день за днем» хаçат редакцийĕ, «Хыпар» хаçат обозревателĕ Николай Коновалов, «Грани» хаçат редакторĕ Валерий Мутрисков.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости