Пурте – стадиона!

ЧР Министрсен Кабинечĕн Хушăвĕпе кашни уйăхрах спортпа сывлăх кунĕ иртет. Августăн 8-мĕшĕнче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса тăракансене хапăл туса кĕтет.

Çак кун бассейнра ишме, тренажер залĕнче, спортплощадкăсенче сывлăха çирĕплетме май пур – центр сĕнекен майсем пурте тÿлевсĕр. Çак кун кашни ял тăрăхĕнче пурăнакансем палăртнă вăхăтра бассейнра ишме пултарĕç.

Августăн 8-мĕшĕнчех пĕтĕм çĕршыв физкультурниксен кунне паллă тăвать. Унăн тĕллевĕсем – халăхра сывă пурнăç йĕркине сарасси, çынсене физкультурăпа спорт занятийĕсене явăçтарасси, чи вăйлă спортсменсемпе командăсене палăртасси.

Спорт уявĕ «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн стадионĕнче иртет, 9 сехет те 45 минутра савăнăçлă лару-тăрура уçăлать. Ăмăртусем 10 сехетре пуçланаççĕ. Унта районти ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисем хутшăнаççĕ. Ăмăртусен программинче – шашка, шахмат вăййисем, волейбол, мини-футбол, инвалид кÿмисемпе ăмăртасси, акватлон, çăмăл атлетика, армспорт, кире пуканĕ йăтасси, спорт çемйисен ăмăртăвĕ. Унсăр пуçне Шупашкар районĕн суперкубокне çĕнсе илессишĕн футбол вăййи иртĕ. Унта Шупашкар районĕн 2014 çул чемпионĕ, Çырмапуç ял тăрăх команди, тата пĕлтĕрех Шупашкар районĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăрту финалисчĕ, Шĕнерпуç ял тăрăх команди, тĕл пулĕç. Матч 14 сехетре пуçланать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости