Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçласа Чăваш Енре усă курман куçман пурлăх хуçисене палăртас тĕллевпе пуçарнă «Халăх инвентаризацийĕ» акци малалла пырать.
Çак эрне пуçламăшĕ тĕлне Шупашкар районĕнче куçман пурлăхăн усă курман 24 объектне тупса палăртнă. Вĕсенчен 7-шĕ – муниципалитет харпăрлăхĕнче, 10 – уйрăм çынсен, 7-шĕн пушшех те хуçисем çук. Райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен çак объектсенчен тăваттăшĕ тĕлĕшпе граждансен çыру йĕрĕпе тĕрĕслевсем пуçарнине пĕлтерчĕç. Ял илемне пăсакан çуртсемпе кам кăмăллă-ши? Акцие кирек кам та хутшăнма пултарать. Хуçасăр, пушă е пачах усă курман объектсем пирки хыпарсене çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Кÿкеç поселокĕ, Шоссейная урам, 9-мĕш çурт, 5а пÿлĕм. Телефонпа та шăнкăравласа пĕлтерме май пур: 8(83540) 2-50-77, электрон адреспа çырса та: checonom4@cap.ru.