Пăр çинче – хоккеистсем

Январĕн 20-мĕшĕнче Кÿкеçри «Олимпийский» стадионра республикăри хĕллехи ял спорт вăййисен финал вăййисене хутшăнмалли хоккей турнирĕн пĕрремĕш матчĕ иртрĕ. Унта 4 команда вăй виçрĕ.

Çанталăк сивĕ пулнине пăхмасăрах хоккей вăййине куракансем нумай пуçтарăнчĕç. Чи малтанах, каçхи 5 сехетре, пăр çине Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен командисем тухрĕç. Çĕрпÿ район спортсменĕсем 2-мĕш этапра 2 гол кĕртрĕç, хирĕçле вылякан команда та парăнасшăн пулмарĕ, шута танлаштарчĕ. 3-мĕш этапра сĕнтĕрвăррисем 4:3 шутпа çĕрпÿсене çĕнтерчĕç.

Каçхи 7 сехетре пăр çине Шупашкар тата Красноармейски район командисем тухрĕç. Шупашкар район чысне хÿтĕлекенсен хушшинче ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, ЧР Гостехнадзор ертÿçи Владимир Димитриев пулчĕç. Район командишĕн «чирлекенсем» вылякансене хавхалантарсах тăчĕç. Чи малтанах «Факел» Красноармейски команди гол çапса кĕртрĕ. Вĕсем çакăнпа кăна çырлахмарĕç, хыççăнах тепĕр гол кĕртрĕç. Иккĕмĕш этапра район команди тăрăшса вылянипе голсен шучĕ танлашрĕ. Çапах та 3-мĕш этапра юлашки минутсенче красноармейскисем çĕнтерчĕçех.

Хоккей вăййин 2-мĕш турнирĕ январĕн 23-мĕшĕнче Çĕрпÿре иртĕ, çĕрпÿсем Красноармейски командипе тĕл пулĕç. Январĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар районĕ сĕнтĕрвăррисене йышăнĕ.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости