Пă​хат​тир​сем – Пен​зă​ран

Пĕ​тĕм тĕн​че​ри «Раççей – спорт çĕр​шы​вĕ» фо​рум прог​рам​мин​че па​лăрт​нă Сыв​лăх​па спорт ку​нĕн​че Кÿ​кеç по​се​ло​кĕн​че армс​порт енĕ​пе рес​пуб​ли​кă​ри уçă тур​нир ирт​рĕ.

«У​лăп» физ​куль​ту​рă​па спорт комп​лек​сĕн​че ирт​нĕ кан​мал​ли кун вун икĕ ко​ман​дă​ри 143 ат​лет вăй виçнĕ. Хĕр​сен уш​кă​нĕн​че чем​пион​ка ят​не Чă​ваш пат​ша​лăх универ​си​те​чĕн сту​дент​ки, пу​лас жур​на​лист, Пĕ​тĕм тĕн​че​ри тур​нир​сен кĕ​мĕл та​та брон​за при​зе​рĕ Оле​ся Иг​натье​ва çĕн​се ил​нĕ. Фи​нал​ти ту​пă​шу​ра 21 çул​ти пи​ке Ком​со​мольс​ки ра​йо​нĕн​чи спорт мас​тер​не Ма​ри​на Бах​те​ро​вă​на па​рăн​тар​нă.

Ар​çын​сен хуш​шин​че ва​ра хă​на​сем​пе ни​кам та тан​ла​шай​ман. Чем​пио​нăн чи сум​лă пар​ни​не Пен​за об​ла​çĕн​чи В​ла​ди​мир Г​ру​шин çĕн​се ил​нĕ. Хăй​сен ви​çи​сен​че пĕр​ре​мĕш вы​рăн​се​не çа​вăн пе​кех унăн ен​те​шĕ​сем Алек​сей Ры​га​лов​па Се​ник По​го​сян, Ма​ри рес​пуб​ли​кин​чи Ро​ман Ро​ма​нов, Вăр​мар ра​йо​нĕн​чи В​ла​ди​мир Мяс​ни​ков, И.Н.Улья​нов ячĕл​лĕ ЧПУ сту​ден​чĕ​сем Геор​гий Пет​ров, Алек​сей Се​ме​нов та​та Д​мит​рий Фи​лип​пов йы​шăн​нă.

Вун са​кăр çул​тан кĕ​çĕн​рех ат​лет​сем хуш​шин​че 1-3-​мĕш вы​рăн​се​не Шу​паш​кар, Ел​чĕк та​та Па​тăрьел ра​йо​нĕ​сен ко​ман​ди​сем йы​шăн​нă.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости