Пĕрремĕш вырăншăн – арпус…

… иккĕмĕшĕшĕн вара пĕр витре пан улми. Футбол вăййине кăмăллакансемшĕн унта хутшăнни хăех парне

30 çул каялла Сарапакасси ял тăрăхне кĕрекен ялсенче футболла выляс енĕпе самуккассисене çитекен команда сахал пулнă. Вăл вăхăтра Иккасси, Сарапакасси, Кÿкеç командисен ячĕсем районта кĕрлесе тăнă. Паян вара Çатра-Хочехмат каччисем чи пултаруллисем. Вĕсен «Актив» команди Чăваш Ен чемпионатĕнче пĕрремĕш дивизионра ăмăртать, кашни çулах малти вырăнсене йышăнать.

Шкул ÿсĕмĕнчи  яшсен хушшинче вара шорккасене çитекенсем сахал. Çавăнпах вĕсем  ытти ял тăрăхне кĕрекен командăсемпе тĕл пулассине йăлана кĕртрĕç. Иртнĕ шăматкун вĕсем каллех  виçĕ çăмăл автомашинăпа Çырмапуç ял тăрăхĕнчи Чăрăшкассине çула тухрĕç. Виçĕ теçетке çул каялла эпир, паллах, юнашар ялсене, Кÿкеçе футболла выляма  çуран çÿренĕ, халĕ вара техника пурнăçа ансатлатать.

Пире чăрăшкассисем тата пĕр качака (ăна футбол уйне курăк çиме кăкарнăччĕ) кĕтсе илчĕç. Вăл пирĕнпе тан мечĕк хăваларĕ тесен йăнăш пулмĕ. Мечĕк ун патне кусса пырсанах  темиçе хут та ăна мăйракипе сире-сире ячĕ. Çапах чăрăшкассисене çакă та пулăшаймарĕ – вĕсем шорккасене 6 : 2 шутпа выляса ячĕç. Сергей Толстов, Стаспа Дима Никифоровсем хуçасен хапхине икшер хут гол кĕртрĕç, вĕсене хирĕç вылякан Саша Богданов та çавăн чухлех. Шоркка командишĕн икĕ хĕрача, Валя Пономаревăпа Даша Филиппова, вылярĕç.

Вырсарникун «Чикаго»  команда Шоркка ялне футболла выляма икĕ мотоциклпа тата пĕр çăмăл машинăпа çитрĕ. Вăйă пуçламăшĕнчех  чăрăшкассисем шорккасене хĕрÿ тапăнма пуçларĕç. Хăнасен пĕр футболисчĕ (те чăнласа, те ăнсăртран) мечĕке тапас вырăнне шорккасен пĕр спортсменĕ енне урине сулса ячĕ. Анчах çакăнтан хăраççĕ-и вара чăн-чăн футболистсем?! Тепĕр самантранах пуçне çĕклесе вăл мечĕке вăр-вар кустарма, пассем пама тытăнчĕ, гол та кĕртрĕ. Хальхинче чăрăшкассисем шорккасенчен 6 : 2 шутпа выляса илчĕç (тренерĕ – Александр Ильин). Хăнасенчен уйрăмах Вруйр Казарян тата Сергей Зеленцов питĕ илемлĕ тапăнса ăмăртрĕç, виçшер гол кĕртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене арпус парса хавхалантарчĕç, выляса яракансене пĕр витре пылак сортлă пан улми лекрĕ. Футболистсене çакăн пек ăмăртусем питĕ килĕшеççĕ. Çавăнпах вĕсем çитес шăматкун та черетлĕ  турнира Шорккара ирттерме калаçса татăлчĕç. Иккасси тата Колешша командисем те йыхрава хапăл туса йышăнчĕç.

 АЛЕКСЕЙ НИКОЛАЕВ, ШОРККА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости