Пĕр кунлăх кăна мар тимлĕх

1992 çултанпа декабрĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тума йышăннă. Вăл халăха вăй-хал, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас енĕпе, сусăрсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмаллине тепĕр хут аса илтерет. Унăн тĕллевĕ – сусăрсем те обществăн ытти членĕсемпе тан пулнине кăтартасси.

Сусăрсене хăйсен йывăрлăхĕсемпе пĕччен хăвармалла мар, çак çивĕч ыйтусене пĕрлехи вăйпа кăна татса пама пулать. Вĕсене социаллă хÿтлĕх тата пулăшу кирлех. Инвалидсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме районсенче инвалидсен организацийĕсене йĕркеленĕ. Иртнĕ эрнекун райадминистрацин лару залĕнче шăпах Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти уйрăмĕн пĕтĕмлетÿпе суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унта пирвайхи 19 организаци (вĕсем кашни ял тăрăхĕнче тата Кÿкеçри ваттисемпе инвалидсен çуртĕнче пур) делегачĕсем пуçтарăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисен умĕнче пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Анатолий Архипов сăмах илчĕ. Вăл инвалидсен обществинче официаллă майпа 311 çын тăнине, анчах та район территорийĕнчи сусăрсен йышĕ тĕрĕссипе тата нумайраххине палăртса хăварчĕ. Çапах та сывлăхран хавшакрах çынсем пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр общество пурнăçне май пур таран хутшăнаççĕ. Çав шутра – спорт фестивалĕсем, театрсемпе экскурсисем, çут çанталăка тухса çÿрени.

«Прокуратура ĕçченĕсемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ обьектсем патне чăрмавсăр çитме май пуррине кăтартакан тĕрĕслеве тухрăмăр. Библиотекăсенчи право сехечĕсем сусăрсене пĕлтерĕшлĕ информаципе пулăшаççĕ», – хыпарларĕ Анатолий Архипов.

Районти инвалидсен обществин ертÿçи çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл пуçламăш организацисен ертÿçисене хастартарах пулма, вырăнти влаç органĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлеме хытарсах каларĕ. Çав вăхăтрах сывлăхран хавшакрах çынсене пулăшу кÿрсе тăракан ял тăрăх пуçлăхĕсене ырăпа асăнчĕ. Çĕньял-Покровски тата Кăшавăш ял тăрăх пуçлăхĕсенчен – Рудольф Васильевпа Сергей Мульдияровран – тĕслĕх илмеллех.

Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Ванюшкин районта сусăрсене тĕрев парассипе туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. «Чăрмавсăр хутлăх» программа – вĕсенчен пĕри.

Конференци вĕçĕнче районти инвалидсен обществин ертÿçине палăртрĕç. Унăн тивĕçĕсене малашне те Анатолий Архипова пурнăçласа пыма шанчĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости