Пĕр çемьери пек

Шорккари ваттисен çуртĕнче паянхи кун 13 çын пĕр çемьери пек пурăнать. Вĕсем кунта хăйсене килти пек туйччăр, сывлăх енĕпе ан хавшаччăр, пурнăçпа пĕр тан пыччăр тесе социаллă ĕçченсем тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Ватăсемпе сусăрсем сенкер экран çине кăна пăхса лармаççĕ, алă ĕçĕ тăваççĕ, хаçат-журнал шĕкĕлчеççĕ. Вĕсемшĕн чи çывăххи – «Тăван Ен» хаçат, вĕсем ăна чăтăмсăр кĕтнине пĕлтереççĕ. Пичет кăларăмăн страницисенче паллакансене курсан савăнаççĕ, тăван тăрăхне, çуралса ÿснĕ килне, хурăнташĕсене аса илеççĕ. Район хаçачĕ вырăнти хыпарсене пĕлтерсе тăнипе килĕшет ватăсене. Хăйсен кăмăлне каякан статьясене вуласа тухсан хаçатăн кашни номерне пĕр çĕре çĕлесе пыраççĕ.

Ваттисен çуртĕнче пурăнакан Нина Егоровна Ермекеева хаçата пурне те илтмелле васкамасăр вуласа парать. 90 çула çывхаракан кинемейсем вара ăна тимлĕн итлесе лараççĕ, хыпарсене сÿтсе яваççĕ, статья геройĕсене хурланаççĕ, савăнаççĕ. «Хаçат страницисенче паллакансене курсан тăван яла, тăван киле кайса килнĕнех туйăнать», – тет 2-мĕш ушкăн инваличĕ Роза Алексеева.

Район хаçачĕн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ватăсем.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости