«Пĕчĕк % – капкăнта кăна!

Çĕнĕ Тутаркассинче пурăнакан Елена Васильева (хушаматне улăштарнă) канăçа çухатнăранпа икĕ уйăх çитет. Ирхине тĕк – ирхине, çĕрле тĕк – çĕрле – палламан çынсем шăнкăравласа парăма çак кунсенчех татмасан çурта – сĕтел-пуканпа, телевизор-холодильникпе пĕрле – туртса илессипе хăратаççĕ.

Чĕтретекен шăнкăрав

Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче те канăç памаççĕ вĕсем. Редакци пÿлĕмĕнчен тухма хатĕрленнĕ хĕрарăм телефона пире тытма ыйтрĕ – чĕре эмелне пĕрле илме маннă-мĕн. Парăма шыраса илекен пайран шăнкăравласа вирлĕ хĕстерекенсемпе пĕр-икĕ сăмах хушсанах чĕтрене еретĕн.

Çавăнпа та ку хутĕнче «парăмçăпа» эпир калаçатпăр, анчах та кредитор çакна хальлĕхе ăнланмасть-ха.

– Алло! Елена Васильевна, ырă кун пултăр! Сире «…финанс» менеджерĕ Екатерина чăрмантарать. Кредит парăмĕ ÿссе паянхи кун тĕлне 75 пин тенке çитни пирки пĕлтеретпĕр, – илтĕнет фастфуд автолавки умĕнче заказ йышăнакан евĕр робот-сасă. – Ыран вăл штрафсемпе пĕрле 80 пин те 112 тенкĕ пулĕ. Кивçен илнĕ укçана хăçан тавăрма шухăшлатăр? Кил-çуртăра чăрмавсăр пăхса çаврăнас тĕллевпе пирĕн ĕçтешсем паян сирĕн пата çитме палăртаççĕ. Килте хăш вăхăтра пулатăр?

– Пÿлнĕшĕн каçарăр та, анчах ман телефон номерĕ сирĕн аллăра мĕнле майпа лекнĕ-ха? – аранах сăмах хушрăм эпĕ, анчах та урăх чĕнтермессе ăнланса диктофона çутрăм.

– Килĕшÿре пире кирлĕ пĕтĕм информаци пур.

– Анчах та эпĕ кредит илмен!

– Ыйтăва татса парассине суда çитерес пулсассăн çакăнпа çыхăннă тăкаксене те сирĕнех тÿлеме тивĕ.

– Эсир мана такампа арпаштаратăр…

– Тÿлĕр – унсăрăн çуртсăр тăрса юлма пултаратăр…

– Мĕнле капла?

– Вăт çапла. Ĕçрен таврăнатăр та – вăл хăйĕн вырăнĕнче çук…

Çак сăмахсем «менеджер» калакан суда тавăç тăратма çителĕклĕ пулчĕç.

«Хăратса укçа ыйтнине çакăн йышши тĕслĕхсенче РФ Уголовнăй кодексĕн 163 статйипе этеме хирĕç тунă преступлени пек те хак пама пулать», – ăнлантарать Станислав Абрамов юрист. Асăннă статья санкцийĕ çакăн пек хăратнăшăн тăватă çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма, ултă уйăх таран арестлеме тата 80 пин тенкĕ таран штраф шыраса илме май парать.

«Вăрттăн» парăм

Çĕршывăн çемье законодательствипе килĕшÿллĕн, мăшăрланнă хыççăн туяннă пурлăх кăна мар, парăм та пĕрлехи шутланать. Вĕсенчен хăшĕн-пĕрин те пулсан банк умĕнче парăм сиксе тухсан та ăна пĕрлех татмалла. Анчах енчен те ăна упăшка Елена Васильевăн мăшăрĕ пек «вăрттăн» илнĕ тĕк – уншăн тÿлемелле-и?

Кредит килĕшĕвĕнче хăй алă пуснă, анчах мăшăрĕ çук – çак самантран парăм çемьен шутланмасть. Пирĕн тĕслĕхри хĕрарăмăн та упăшки кивçен илнĕ укçана çемье, кил-çуртшăн тăкакламанни паллă. Суд икĕ тĕслĕхре кăна парăма мăшăртан шыраса илмелле йышăну тума пултарать: укçана çемьешĕн тăкакланине ĕнентерсен тата кивçен илекенĕн мăшăрне килĕшÿре созаемщик е поручитель пек кăтартнă пулсан.

Мăшăрĕ пăрахса кайнă хыççăн пиллĕкри ывăлĕпе тăрса юлнă Елена Васильевăна çав-çавах пĕр ыйту кăсăклантарчĕ: официаллă уйрăлман упăшкишĕн парăма тÿлемелле-и вара унăн? Лару-тăру мăшăрĕ халĕ те хăй виçĕ çул каялла пурăннă Çĕнĕ Тутаркассинчи çуртра пропискăра тăнипе кăткăсланать.

Çакăн пек чухне мăшăрăн вăрттăн кредичĕ пирки пĕлнĕ хыççăнах юристсем кил-çуртри пĕтĕм техникăпа хаклă пурлăх чекĕсене хатĕрлесе хума сĕнеççĕ: ку япаласене арестленисен реестрне кĕртессинчен сыхланма пулăшĕ. Енчен те тÿлемех шут тытсан – суд йышăнăвĕ е парăма вăхăт çитиччен татмалли пирки калакан çырăва илнĕ хыççăн кăна. Кредитпа татăлнă хыççăн закон çак укçана парăмçăран суд урлă шыраса илме ирĕк парать. Унтах Васильева хăйĕн ят-шывĕ, телефон номерĕ ют çын аллине мĕнле майпа лекнине уçăмлатмашкăн ыйтма пултарать. Хальлĕхе вара пур кредит-микрозайм учрежденийĕпе организацийĕнче те пĕр ÿкерчĕкех курма пулать: кивçен илме килекене çывăх çыннисен ячĕ-шывĕпе телефон номерĕсене кăтартма ыйтаççĕ. Çакă укçана вăхăтра тÿлеймесен парăмçа вĕсен урлă витĕм кÿме кирлĕ. Çапла майпах хăйсен клиенчĕсен базине те пуянлатаççĕ. Тепĕр тесен çакăн пек палламан номерпе шăнкăравласа темиçе уйăх каялла хăйне те «питĕ пĕчĕк» процентсемпе кивçен укçа сĕннине редакцие пулăшу ыйтма килнĕ Елена та аса илчĕ.

Анатолий ИВАНОВ, адвокат:

– РФ Граждан кодексĕн 308-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, кредитор е парăмçă енчен килĕшÿре темиçе çынна е представителе те кăтартма пултараççĕ. Унта хутшăнман виççĕмĕш сăпатри çынсене çак яваплăх нихăш енчен те пырса тивмест. Урăхла каласан, енчен те сделкăна хутшăнман, укçа кивçен илекенĕн представителĕ те пулман тăк кредитор умĕнче те, парăмçă умĕнче те çыннăн нимĕнле яваплăх та çук.

Виктория Вышинская

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости