Çак тата иртнĕ эрнере республикăри чылай ял хуçалăх предприятийĕнче пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку отрасльте вăй хуракансен кăмăлĕ çĕкленÿллине палăртать. Республикăра, пĕтĕм çĕршыври пекех, ял хуçалăхĕн пур таварĕн тухăçлăхĕ те пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах пуласса кĕтеççĕ.
«РФ Ял хуçалăх министерствин прогнозĕпе 2016 çулта тыр-пул тухăçлăхĕ 106-110 миллион тоннăпа танлашĕ. Ку – рекордлă виçе. Раççей – тыр-пул экспортĕнче лидер. Кун пекки тахçантанпах пулманччĕ», – тенĕ Михаил Васильевич эрне пуçламăшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ планеркăра.
Паян кашни ял хуçалăх предприятийĕ умĕнче выльăх-чĕрлĕх валли фуражлăх тыр-пула çителĕклĕ хатĕрлес тĕллев тăрать. Çакă перекетлĕ усă курнă май, ытлашшине сутса тавартан лайăх тупăш илме çул уçать. Республикăра пухса кĕртмелли тыр-пул лаптăкĕ 292,9 пин га. Ку вăл 2015 çулхин 102,7%.
Чăваш Енре тыр-пул тирпейлессипе специализациленекен тĕп предприятисем «Чувашхлебопродукт» АО тата «Чăваш Республикин продовольстви фончĕ» КУП тавара 171,14 пин тонна чухлĕ туянма хатĕр. Шупашкар районĕ тавара мĕн чухлĕ виçепе сĕнессине пĕлтерме хальлĕхе тăхтать. Районта уй карапĕсене ĕнер-паян кăна илсе тухнă хуçалăхсем те пур-ха. Çавăнпах тухăçлăх пирки те пĕтĕмлетме иртерех.
Кăтартăва кам ÿстерет?
Малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри, «Приволжское» ОАО, хальлĕхе гектартан 21 центнер пухса кĕртет, «Средняя Волга» АФ» АО тухăçлăхĕ 20 центнертан сахалрах пулмасса шанаççĕ. Районти вăтам кăтартăва, йăлана кĕнĕ тăрăх, «Ольдеевская» АФ» ЗАО ÿстерсе тăрать: кунта пĕлтĕр тыр-пула гектартан 32 центнер пухса илнĕ. Фаина Борисова управляющи каланă тăрăх, кĕрхисен уйĕ пĕлтĕрхи пекех тикĕс. Кĕркунне акса хăварма та 113 га валли вăрлăх туянас шухăшлă. Агрофирмăн «Герой» уйрăмне тытса тăма выльăх апачĕ сахал мар кирли паллă: сăвакан ĕнесем кăна 360, сĕт суса илессине ÿстерме чи малтанах вĕсен валли лайăх апат хатĕрлемелле. Ку вăл фермăри мăйракаллă шултăра выльăх шучĕн çурри кăна-ха.
«Средняя Волга» АФ» ОАО хальлĕхе пĕтĕмлетÿ тума васкамасть-ха. Вырмана вĕсем юнкун кăна тухнă. Агрофирма пуçлăхĕ Владимир Еремеев выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем пынине пĕлтерчĕ – чи малтан картари чунсене тăрантармалли тĕрĕсех. Вĕсем вара кунта сăвакан ĕнесемпе пĕрле 180. Еремеев сăмахĕсем тăрăх, тыр-пул вырăн-вырăнпа аванах. Пĕлтĕр организаци 120 тонна сутнă. Тыр-пул хакне ÿстернине кура ял хуçалăх предприятийĕ кăçал çакна валли 150 тонна хатĕрлеме палăртать. Иккĕмĕш сăпатсемсĕр, пÿлмерен тÿрех илсе тухакан тырă хакĕ туянаканшăн, паллах, хушма тăкаксемсĕр. Тыр-пул хакне ÿстерни ял хуçалăх таварне туса илекенсен укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшасса кунта та шанаççĕ. 3-мĕш класлă сутлăх тулă валли çирĕплетнĕ чи пĕчĕк хак паян республикăра 8730 тенкĕпе танлашать, 4-мĕшĕшĕн – 8600 тенкĕ, 3-мĕш класран япăхрах мар ырашшăн – 7200 тенкĕ. Анчах та районта пур ял хуçалăх предприятийĕ те хăйĕн таварне сутлăха кăларма хатĕр мар.
Хамăра кăна çитет-и?
Кашни çулах сутлăха элитлă вăрлăх сĕнекен «Приволжское» ОАО кăçал тыр пул-тухăçлăхĕ пысăк пуласса кĕтмест. «Калча шăтнă вăхăтра çанталăк шăрăх тăчĕ. Пĕлтĕр 5 пин тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ пулсан кăçал 3 пин тонна таран кăна кĕтетпĕр», – тет предприяти директорĕн çумĕ Алексей Антонов. Апла пулин те иртнĕ çулсенчи пекех, элитлă вăрлăх хатĕрлесшĕн – урпа, тулă. Ытти сорт та сая каймĕ, ăна выльăх-чĕрлĕхе çитерме пулать. Тĕпрен илсен сысна самăртассипе тимлекен предприяти тыр-пула организаци валли укçалла туянни нихăçан та пулман. Ытларикун кĕрхисене пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ – вĕсене пурĕ 351 га çинче çитĕнтернĕ. Пĕтĕмпе тата 1 пине яхăн га çинче урпапа тулă пуçтармалла.
«Атлашевский» СХК хире чи малтан тухнисенчен пĕри. Тыр-пул тухăçлăхĕ пирки кăсăклансан предприяти управляющийĕ Сергей Михайлов «хăйсене çитесси» пирки пĕлтерчĕ. Гектар пуçне тивекен цифрăна вĕсем асăнма тăхтаççĕ. Пысăк йышлă фермăсене – Тутаркассинчи уйрăмра кăна мăйракаллă шултăра выльăх шучĕ 800 яхăн – тытса тăма вăй сахал мар кирлине шута илсен ку хурав пысăк шанăç та кÿрет тен.
Тĕрĕссипе вара çĕршыв эксперчĕсем 100 миллион гектарлă уй-хирлĕ, çакăн чухлех улăх-çаранлă ансат мар çанталăк условийĕсенче Раççей 1 млрд çынна çăкăрпа тăрантарма пултарнине ĕнентереççĕ. Çакăнпа пĕрлех сĕт тата аш-какай туса илессине те сыхласа хăварма вĕсем хăйĕн тыр-пулне чи малтанах выльăх шутне тата унăн продуктивлăхне ÿстермешкĕн усă курма сĕнеççĕ.
Виктория Вышинская