Пÿл­ме­не те, выльăх вар­не те

Çак та­та ирт­нĕ эр­не­ре рес­пуб­ли­кă­ри чы­лай ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕн­че пул­нă май Чă­ваш Ен Пуç­лă­хĕ Ми­хаил Иг­натьев ку от­расль­те вăй ху­ра­кан­сен кă­мă­лĕ çĕк­ле­нÿл­ли­не па­лăр­тать. Рес­пуб­ли­кă­ра, пĕ­тĕм çĕр­шыв­ри пе­кех, ял ху­çа­лă­хĕн пур та­ва­рĕн ту­хăç­лă­хĕ те пĕл­тĕр­хин­чен чы­лай пы­сăк­рах пу­лас­са кĕ­теç­çĕ.

«РФ Ял ху­çа­лăх ми­нис­терст­вин прог­нозĕ­пе 2016 çул­та тыр-­пул ту­хăç­лă­хĕ 106-110 мил­лион тон­нă­па тан­ла­шĕ. Ку – ре­корд­лă ви­çе. Раç­çей – тыр-­пул экс­пор­тĕн­че ли­дер. Кун пек­ки тах­çан­тан­пах пул­манч­чĕ», – те­нĕ Ми­хаил Ва­силье­вич эр­не пуç­ла­мă­шĕн­че Пра­ви­тельс­тво çур­тĕн­че ирт­нĕ пла­нер­кă­ра.

Паян каш­ни ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ умĕн­че выльăх-­чĕр­лĕх вал­ли фу­раж­лăх тыр-­пу­ла çи­те­лĕк­лĕ ха­тĕр­лес тĕл­лев тă­рать. Çа­кă пе­ре­кет­лĕ усă кур­нă май, ыт­лаш­ши­не сут­са та­вар­тан ла­йăх ту­пăш ил­ме çул уçать. Рес­пуб­ли­кă­ра пух­са кĕрт­мел­ли тыр-­пул лап­тă­кĕ 292,9 пин га. Ку вăл 2015 çул­хин 102,7%.

Чă­ваш Ен­ре тыр-­пул тир­пей­лес­си­пе спе­циа­ли­за­ци­ле­не­кен тĕп предп­рия­ти­сем «Чу­вашх­ле­боп­ро­дукт» АО та­та «Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин про­до­вольст­ви фон­чĕ» КУП та­ва­ра 171,14 пин тон­на чух­лĕ туян­ма ха­тĕр. Шу­паш­кар ра­йо­нĕ та­ва­ра мĕн чух­лĕ ви­çе­пе сĕ­нес­си­не пĕл­тер­ме халь­лĕ­хе тăх­тать. Ра­йон­та уй ка­ра­пĕ­се­не ĕнер-­паян кă­на ил­се тух­нă ху­çа­лăх­сем те пур-­ха. Çа­вăн­пах ту­хăç­лăх пир­ки те пĕ­тĕм­лет­ме ир­те­рех.

Кă­тар­тă­ва кам ÿс­те­рет?

Мал­та пы­ра­кан ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ­сен­чен пĕ­ри, «П­ри­волжс­кое» ОАО, халь­лĕ­хе гек­тар­тан 21 цент­нер пух­са кĕр­тет, «С­ред­няя Вол­га» АФ» АО ту­хăç­лă­хĕ 20 цент­нер­тан са­хал­рах пул­мас­са ша­наç­çĕ. Ра­йон­ти вă­там кă­тар­тă­ва, йă­ла­на кĕ­нĕ тă­рăх, «Оль­деевс­кая» АФ» ЗАО ÿс­тер­се тă­рать: кун­та пĕл­тĕр тыр-­пу­ла гек­тар­тан 32 цент­нер пух­са ил­нĕ. Фаи­на Бо­ри­со­ва управляющи ка­ла­нă тă­рăх, кĕр­хи­сен уйĕ пĕл­тĕр­хи пе­кех ти­кĕс. Кĕр­кун­не ак­са хă­вар­ма та 113 га вал­ли вăр­лăх туя­нас шу­хăш­лă. Аг­ро­фир­мăн «Ге­рой» уй­рăм­не тыт­са тă­ма выльăх апа­чĕ са­хал мар кир­ли пал­лă: сă­ва­кан ĕне­сем кă­на 360, сĕт су­са илес­си­не ÿс­тер­ме чи мал­та­нах вĕ­сен вал­ли ла­йăх апат ха­тĕр­ле­мел­ле. Ку вăл фер­мă­ри мăй­ра­кал­лă шул­тă­ра выльăх шу­чĕн çур­ри кă­на-­ха.

 «С­ред­няя Вол­га» АФ» ОАО халь­лĕ­хе пĕ­тĕм­ле­тÿ ту­ма вас­ка­масть-­ха. Выр­ма­на вĕ­сем юн­кун кă­на тух­нă. Аг­ро­фир­ма пуç­лă­хĕ В­ла­ди­мир Ере­меев выльăх апа­чĕ ха­тĕр­лес­си­пе ĕç­сем пы­ни­не пĕл­тер­чĕ – чи мал­тан кар­та­ри чунсене тă­ран­тар­мал­ли тĕ­рĕ­сех. Вĕ­сем ва­ра кун­та сă­ва­кан ĕне­сем­пе пĕр­ле 180. Ере­меев сă­ма­хĕ­сем тă­рăх, тыр-­пул вы­рăн-­вы­рăн­па ава­нах. Пĕл­тĕр ор­га­ни­за­ци 120 тон­на сут­нă. Тыр-­пул хак­не ÿс­тер­ни­не ку­ра ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ кă­çал çак­на вал­ли 150 тон­на ха­тĕр­ле­ме па­лăр­тать. Ик­кĕ­мĕш сă­пат­сем­сĕр, пÿл­ме­рен тÿ­рех ил­се ту­ха­кан ты­рă ха­кĕ туя­на­кан­шăн, пал­лах, хуш­ма тă­как­сем­сĕр. Тыр-­пул хак­не ÿс­тер­ни ял ху­çа­лăх та­вар­не ту­са иле­кен­сен ук­çа-­тен­кĕ­пе çы­хăн­нă ла­ру-­тă­рăв­не ла­йăх­лат­ма пу­лă­шас­са кун­та та ша­наç­çĕ.    3-­мĕш клас­лă сут­лăх ту­лă вал­ли çи­рĕп­лет­нĕ чи пĕ­чĕк хак паян рес­пуб­ли­кă­ра 8730 тен­кĕ­пе тан­ла­шать, 4-­мĕ­шĕ­шĕн  – 8600 тен­кĕ, 3-­мĕш клас­ран япăх­рах мар ыраш­шăн – 7200 тен­кĕ. Ан­чах та ра­йон­та пур ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ те хă­йĕн та­вар­не сут­лă­ха кă­лар­ма ха­тĕр мар.

Ха­мă­ра кă­на çи­тет-и?

Каш­ни çу­лах сут­лă­ха элит­лă вăр­лăх сĕ­не­кен «П­ри­волжс­кое» ОАО кă­çал тыр пул-­ту­хăç­лă­хĕ пы­сăк пу­лас­са кĕт­мест. «Кал­ча шăт­нă вă­хăт­ра çан­та­лăк шă­рăх тă­чĕ. Пĕл­тĕр 5 пин тон­на тыр-­пул пух­са кĕрт­нĕ пул­сан кă­çал 3 пин тон­на та­ран кă­на кĕ­тет­пĕр», – тет предп­рия­ти ди­рек­то­рĕн çу­мĕ Алек­сей Антонов. Ап­ла пу­лин те ирт­нĕ çул­сен­чи пе­кех, элит­лă вăр­лăх ха­тĕр­лес­шĕн – ур­па, ту­лă. Ыт­ти сорт та сая кай­мĕ, ăна выльăх-­чĕр­лĕ­хе çи­тер­ме пу­лать. Тĕп­рен ил­сен сыс­на са­мăр­тас­си­пе тим­ле­кен предп­рия­ти тыр-­пу­ла ор­га­ни­за­ци вал­ли ук­çал­ла туян­ни ни­хă­çан та пул­ман. Ыт­ла­ри­кун кĕр­хи­се­не пĕ­тĕм­пех пух­са кĕрт­нĕ – вĕ­се­не пу­рĕ 351 га çин­че çи­тĕн­тер­нĕ. Пĕ­тĕм­пе та­та 1 пи­не яхăн га çин­че ур­па­па ту­лă пуç­тар­мал­ла.

«Ат­ла­шевс­кий» СХК хи­ре чи мал­тан тух­ни­сен­чен  пĕ­ри. Тыр-­пул ту­хăç­лă­хĕ пир­ки кă­сăк­лан­сан предп­рия­ти уп­рав­ляю­щи­йĕ Сер­гей Ми­хай­лов «­хăй­се­не çи­тес­си» пир­ки пĕл­тер­чĕ. Гек­тар пуç­не тиве­кен циф­рă­на вĕ­сем асăн­ма тăх­таç­çĕ. Пы­сăк йыш­лă фер­мă­се­не – Ту­тар­кас­син­чи уй­рăм­ра кă­на мăй­ра­кал­лă шул­тă­ра выльăх шу­чĕ 800 яхăн – тыт­са тă­ма вăй са­хал мар кир­ли­не шу­та ил­сен ку ху­рав пы­сăк ша­нăç та кÿ­рет тен.

Тĕ­рĕс­си­пе ва­ра çĕр­шыв экс­пер­чĕ­сем 100 мил­лион гектар­лă уй-­хир­лĕ, çа­кăн чух­лех улăх-­çа­ран­лă ан­сат мар çан­та­лăк ус­ло­ви­йĕ­сен­че Раç­çей 1 млрд çын­на çă­кăр­па тă­ран­тар­ма пул­тар­ни­не ĕнен­те­реç­çĕ. Çа­кăн­па пĕр­лех сĕт та­та аш-­ка­кай ту­са илес­си­не те сых­ла­са хă­вар­ма вĕ­сем хă­йĕн тыр-­пул­не чи мал­та­нах выльăх шут­не та­та унăн про­дук­тив­лăх­не ÿс­тер­меш­кĕн усă кур­ма сĕ­неç­çĕ.

Виктория Вышинская

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости