Чикĕ леш енче пурăнакансене – Раççей çыннисене – тăван тăрăха таврăнма май паракан патшалăх программи ĕçлеме тытăнни пирки илтрĕм. Ун тăрăх Раççей гражданствине ансат майпа каялла йышăнма тата укçа-тенкĕ енчен çăмăллăхсем илме май пур-и?
Анна КРАСНОВА, Тутаркасси
Татьяна КАЗАКОВА, ФМСăн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ:
– Чикĕ леш енчен хăйсен ирĕкĕпе куçса килекен граждансене пулăшмалли патшалăх программи кăçалхи июль уйăхĕнчен çĕнĕлле ĕçлеме пуçларĕ. Пурăнмалли вырăн тупма тата Раççей гражданствине ансат йĕркепе йышăнма май пани – программăн шăпах меллĕ пĕр енĕ. Унччен унта хутшăнма Раççее лекнĕ ют çĕршыв çыннисен вăхăтлăх пурăнма ирĕк илмелле пулнă. Çакă чăрмав кăларса тăратнă. Анчах та законăн июльти çĕнĕлĕхĕсемпе килĕшÿллĕн ют çĕршыв çыннисен, калăпăр, Украинăран куçса килнисен, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вăхăтлăх пурăнмалли вырăн тупни те çителĕклĕ. Ун хыççăн программăна хутшăнма заявлени çырмалла. Çав вăхăтра хăш регионра пурăнни те пĕлтерĕшлĕ мар, каярах урăххине те суйлама пулать. Программăна хутшăннă май федераци субъекчĕсенче пурнăçлакан ĕç-хĕл тĕрлĕ енлĕ пулма пултарать: тара кĕрсе ĕçлесси, профессиллĕ пĕлÿ (çав шутра аслă шкул хыççăнхи е хушма вĕренÿ) илесси, инвестици е предприниматель, ял хуçалăхĕпе агропромышленноç ĕçне-хĕлне, хушма хуçалăха тытса пыни т. ыт. те).
Патшалăх программине хутшăнаканăн тата унăн пĕрле куçса килекен çемйин социаллă пулăшупа усă курма ирĕк пур. Транспорт тăкакĕсемсĕр пуçне сăмах малтанлăха кÿрекен пулăшу виçи пирки пырать. Чăваш Республикинче вăл 20 пин тенкĕпе танлашать. Кунсăр пуçне çемьери кашни çыншăн 10 пин тенкĕ тÿлеççĕ.
(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)