Раççей Президенчĕ пуласшăн

«Феерия» вокал студийĕн «Неподарочки» ансамблĕн солистки – 8 çулти Ксения Федорова – юрлама тухсан куракансем сцена çывăхнерех васкаççĕ. Сăлтавĕ те пур – уçă та янăравлă сасăллă хĕрача юрри-ташшипе кашни çынна тыткăнлама пултарать, кашнин кăмăлне уçса ярать.

Вĕсем – район мăнаçлăхĕ

Çакна хам та нумай пулмасть Атăлъялта иртнĕ çемьепе юрату, шанчăклăх кунĕнче курса ĕнентĕм. Капăр тумланнă хĕрача сцена çине тухса юрă янăраттарма тытăнчĕ кăна халăх кĕпĕр! пуçтарăнчĕ. Тыткаларăшĕ, кашни хусканăвĕ килĕшÿллĕ-çке! Кулăшларах юрăпа пурин кăмăлне те çавăрчĕ вĕт Ксюша! Артем Леонтьевпа иккĕшĕ «Семечки» ятлă юрăллă-ташăллă сценкăна çав тери ĕненмелле выляса пачĕç, сцена çинче ачасем мар, чăн-чăн профессионалла артистсем тейĕн çав!

Олеся Саксонская ертсе пыракан «Феерия» вокал студийĕн пĕчĕк «çăлтăрĕсемсĕр» районта пĕр уяв та иртмест. Вĕсем – район мăнаçлăхĕ. Ксюша – вокал студийĕн чи пултаруллă «артисчĕсенчен» пĕри. Епле майпа пĕчĕк çеç хĕрачара çавăн пысăкăш пултарулăх пытанма пултарнă-ха? Ăна мĕнле кăна конкурсра хутшăнма тÿр килмен! Ача садне çÿренĕ вăхăтрах пултарулăхĕпе палăрнăскер, Ксюша 2 çул каялла «Феерия» вокал студийĕнче ăсталăхне туптама тытăннă. Ыттисемпе танлаштарсан музыка енчен лайăхрах аталаннăран Олеся Владимировна ăна солист пулма шаннă. «Ксюша çав тери кăмăллă хĕрача, ăна лидер тесе каланă пулăттăм. Ăна студине çÿрекен аслăрах тата кĕçĕнрех ачасем пурте юратаççĕ. Вăл каланине самантрах ăша хывать, унра иксĕлми пултарулăх тапса тăрать», – хĕрачан кăмăлне уçса пачĕ студи ертÿçи.

«Сцена çине тухнă чухне чĕркуççисем тăр-тăр чĕтремеççĕ-и?» – кăсăкланса ыйтрăм пĕчĕк «çăлтăртан». Çук иккен, Ксюша сценăран, нумай çын пухăннинчен пачах та шикленмест. Хăйĕн хăюлăхĕпе, шÿтлĕрех юрă-кĕвве хăйне майлă шăрантарнипе куракансен кăмăлне çавăрать. Хальлĕхе унăн репертуарĕнче юрăсем нумаях мар пулин те кашниех курăмлă. Пултаруллă хĕрачана чăваш эстрада çăлтăрĕсем те сцена çинче курма хавас, хăйсен концерчĕсене йыхравлаççĕ.

Президент пуласшăн

Ксюша – нумай конкурс çĕнтерÿçи. Вокал студийĕнче хăйĕн ăсталăхне туптанă вăхăтра Козьмодемьянск, Йошкар-Ола, Хусан, Санкт-Петербург хулисенче иртнĕ фестивальсене хутшăнса палăрнă. Вăл – пурте лайăх пĕлекен «Жемчужинки Чувашии», «Мехел» конкурссен лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри «Звездный Олимп», «Музыкальный экспресс», «Калейдоскоп талантов» конкурссен çĕнтерÿçи. Козьмодемьянск хулин мэрĕн парнине тивĕçнĕ. Хĕрача пултарулăхне пысăк хак парса хула пуçлăхĕ телевизор та парнеленĕ. Наградăсене Ксюша хăйĕн пÿлĕмĕнче çÿлĕксем çинче упрать, телевизор килĕнче вырăн тупнă. Шкулта та хастарлăх кăтартать пултаруллăскер, вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пырать, ÿкерме кăмăллать. Ĕмĕтне те пытармарĕ – хăçан та пулин телевиденин 1-мĕш каналĕпе пыракан «Голос. Дети» шоу-проекта хутшăнма тĕллевлет. Тепĕр ĕмĕт те пур унăн. Пĕчĕклех пурнăçа юрă-ташă тĕнчипе çыхăнтаракансем пуласлăхра артист, юрăç пулма ĕмĕтленеççĕ, Ксюша вара çитĕнсен Раççей Президенчĕ пуласшăн. «Çынсем лайăх пурăнччăр, нумай укçа-тенкĕ ĕçлесе илччĕр», – тет хĕрача.

Сăмах май

«Феерия» вокал студийĕн «Неподарочки» ансамблĕнче 7 хĕрачапа 1 арçын ача ăсталăх туптаççĕ.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости