Саккăрмĕшсем – чи маттуррисем

Оборонăпа массăллă ĕç тата спорт уйăхлăхĕ тĕлне Кăшавăш шкулĕнче те çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн «Служу Отчизне!» ăс-тăнпа спорт вăййи иртрĕ. Аслă классенчи ачасен командисем кам маттуртарах пулнине палăртрĕç.

3 командăна пайланнă арçын ачасем турник çинче туртăнассипе, винтовкăран перессипе, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе, устава пĕлнипе, ăс-тăн конкурсĕпе вăй виçрĕç. 8-мĕш класс командин чысне Данил Иванов, Павел Соколов, Ростислав Чистяков хÿтĕлерĕç. Родион Шадриков, Дмитрий Романов, Егор Лукин 9 класшăн тăрăшрĕç, 10-11 классен пĕрлештернĕ командишĕн – Дмитрий Чистяков, Андрей Иванов, Владимир Степанов. Пĕрисем спортзалта автомата сÿтсе пуçтарнă вăхăтра теприсем тепĕр пÿлĕмре тĕл перессипе тупăшрĕç.

Чи малтанах автомата сÿтсе пуçтарма сĕтел патне Родион Шадриков тухрĕ. Унăн кăтартăвĕ 34,8 çеккунтпа танлашрĕ. Андрей Ивановăн та çак кăтартусемех. Каччăсенчен хăшĕ-пĕрне автомата сÿтсе пуçтарма 55 çеккунт кирлĕ пулчĕ, камăн ытларах та. 8-мĕш класра вĕренекен Ростислав Чистякова çак енĕпе çитекен пулмарĕ – унăн кăтартăвĕ 32 çеккунтпа танлашрĕ. Яшсем çак хăнăхтарăва пурнăçлама хатĕрленни курăнчĕ, хăшĕ-пĕрисене хумханни кăна чăрмантарчĕ.

Ăмăртăвăн пур тапхăрне те парăнтарса 8-мĕш класс команди чи нумай балл пухса малти вырăна тухрĕ. Ахальтен мар. «Саккăрмĕшсем – чи маттуррисем. Вĕсене вĕренÿре те, спортра та, сцена çинче юрласа ташлассипе те çитекен çук», – çапла хак парать маттурсене Любовь Пантелеймоновна Иванова вĕрентекен. 10-11-мĕш класра вĕренекенсен пĕрлештернĕ команди 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ, 9-мĕш класри арçын ачасем 3-мĕш пулчĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости