Салтака – курорта кайнă пек

2017 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Паянхи яш-кĕрĕмшĕн çар пурнăçĕ илĕртÿллĕ-и, район çамрăкĕсем службăна ăçта лекеççĕ – çак тата ытти ыйтăва Республикăри çар ĕç комиссариачĕн Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи комиссарне Александр КОЧУРОВА хуравлама ыйтрăмăр.

– Александр Алексеевич, çурхи призыв тапхăрĕнче районтан миçе çамрăк Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кайĕ?

–  РФ Президенчĕ, аслă главнокомандующи 2017 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче алă пуснă 135-мĕш номерлĕ хушупа çар комиссариачĕсен умĕнче призыв тĕлне 18-27 çул тултарнă, салтака каярах кайма ирĕк çук граждансене хĕсмете яма тĕллев лартнă. Çурхи призывра çĕршывра 142 пин çамрăк çар ретне тăмалла. Шупашкар районĕнче медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă 63 каччă салтак тумне тăхăнма хатĕрленет.

– Медицина комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем еплерех?

– Призыв тапхăрĕнче 500 ытла çамрăк тĕрĕслев витĕр тухрĕ. Салтака кайма юрăхлисене хĕсмете яриччен мененгитран, пневмонирен тата шатра чирĕнчен (ветрянная оспа) вакцинаци тăваççĕ. Унччен кĕркунне грипран кăна прививка тунă. Çара сывлăхлă, спортпа туслă çамрăк ăру каять. Районти каччăсем тĕпрен илсен аслă пĕлÿллĕ – 19 çын (28%), вăтам профессиллĕ пĕлÿллисем – 30 çын (44%).

– Шупашкар район каччисем ăçта хĕсметре тăрĕç?

– Призывниксем ытларах тип çĕр çарĕсене тата тинĕс çар флотне, сывлăш десант çарĕсене, наци гвардийĕн тата стратеги тĕллевлĕ ракета çарĕсене лекеççĕ. Тутаркасси, Шемшер, Атайкасси, Ишлей ял тăрăх пуçлăхĕсен ĕçне палăртас килет. Темиçе çул ĕнтĕ вĕсем кашни призыврах вырăнти депутатсене, ашшĕ-амăшне, тусĕсене йыхравласа каччăсене чыслăн ăсатассине ырă йăлана кĕртнĕ.

– Хĕсметрен пăрăнса пурăнакансем пур-и?

– Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче салтака каясран пăрăнса пурăнакансем пурĕ 313, çав вăхăтрах вĕсенчен 51-шĕ кăна хĕсмете ăсатма юрăхлине палăртмалла. Шупашкар районĕнче салтак аттине тăхăнма тăхтакансенчен 27-шĕ студентсем, вĕсен хĕсмете каярах кайма ирĕк пур, медицина тĕрĕслевĕн кăтартăвĕ тăрăх сывлăх енчен хавшакрах 105 çын, айăплава пăрахăçланă е тĕрмерен ларса тухнисем – 11. Вĕсем çĕршыва хÿтĕлес сăваплă тивĕçе пурнăçлаймĕç.

– Каччăсем çар комиссариатне мĕнле кăмăл-туйăмпа килеççĕ?

–  Чылай çамрăк салтак аттине тăхăнасшăн. Хĕсметре пулни вĕсене малашне, сăмахран, патшалăх, контрактпа службăна тăнă чухне çăмăллăх кăна кÿрĕ.

– Çĕнĕлĕхсем пирки те ыйтса пĕлер-ха…

– Кăçал кашни призывника нессер – харпăр гигиенине тытса тăмалли ятарлă хатĕрсен пуххине – параççĕ. Унта хырăнмалли, чĕрне касмалли тата ытти усăллă япаласем. Çавăн пекех çар çыннисем кăнтăрла выртса канма пултарĕç. Кунсăр пуçне вĕсен хăйсенпе пĕрле кĕсье телефонĕ те илме юрать, унпа палăртнă вăхăтра усă курма май пулать. Отпуск вăхăтĕнче кулленхи пурнăçра тăхăнса çÿремелли çи-пуçпа çÿрĕç. Çар чаçне суйланă чухне тăван регионрине суйлама ирĕк пур. Увольнени вăхăтĕнче салтак киле кайса килме те пултарать. Аслă пĕлÿллĕ çамрăксем ăслăлăх ротисене лекме пултараççĕ. Унта вĕсем ăслăлăх ĕçне малалла тăсĕç. Призывпа пĕр çул е контрактпа икĕ çул хĕсметре тăрас йĕркене суйлас ирĕк пур.

– Чаçсем тăрăх хăçан сапалама пуçлаççĕ яшсене?

– Пĕрремĕш тапхăрпа çара каякансем апрелĕн 24-мĕшĕ хыççăнах чаçсене лекĕç.

– Салтака кайма вăхăт çитнĕ çамрăксене çар комиссарĕ мĕн суннă пулĕччĕ-ши?

– Паллах, чи малтанах çирĕп сывлăх. Хĕсмет – пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ. Çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа татсан патшалăх органĕсенче те тăрăшма май пур. Салтак пурнăçĕнчен шикленсе пурăнма сĕнмĕттĕм: ун витĕр тухнă яш-кĕрĕм ял çинче те, ĕçтешĕсем хушшинче те яланах хисепре.

ВИТАЛИЙ ФАДЕЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости