Са​кăр çул​лăх – по​се​ле​ние

И​кĕ çын ви​лĕ​мĕ​пе, ача​сем йы​вăр су​ран​лан​ни​пе вĕçлен​нĕ хă​ру​шă ава​ри​шĕн айăп​лă 28 çул​ти Сер​гей Бе​лов тĕ​лĕ​шĕ​пе çак кун​сен​че ра​йон су​чĕ йы​шă​ну кă​лар​чĕ.

А​ва​ри ию​лĕн 20-​мĕ​шĕн​че каç­хи пи​лĕк се​хет тĕл​нел​ле «Шу​паш​кар – Сурс​кое» ав​то​çу​лăн 28-​мĕш ки​ло​мет​рĕн​че, Вă​рăм​ту ялĕ çы​вă​хĕн​че, пул​ни​не аса ил​тер​ни вы​рăн​лă. Умĕн​чи транс​порт ха​тĕ​рĕн​чен ир​тес шут​па Бе​лов трас​сăн ав​то​мо​биль хи​рĕç ки​ле​кен ен​не тух​нă, ан​чах каял​ла тав​рăн​са ĕл​кĕ​рей​мен – «Хен​дай-Гетц​па» çа​пăн​нă: 35-​ри во​ди​тель та​та унăн çум​мăн лар​са пы​нă арă​мĕ ин​кек вы​рă​нĕн​чех пур​нăç­ран уй​рăл​нă, икĕ ачи​не – виççĕ​ри хĕ​ра​ча​па вун​нă​ри ар​çын ача​на – РКБăн реа​ни​ма​ци уй​рăм​не леçнĕ. Бе​ло​вăн çа​пăн​ни​пе айк​ки​не вăр​кăн​са кай​нă «Мер​се​де​сĕ» çа​вăн чух​не «Ау​ди» çул​не пÿ​лнĕ – унăн са​ло​нĕн​чи çын​сем те – во​ди​те​лĕн мă​шă​рĕ​пе тă​ват​тă​ри ачи – су​ран​лан​нă. Шу​паш​кар çын​ни хă​йĕн айăп​не йы​шăн​нă, ан​чах та руль ум​не ÿсĕр лар​ни пирки туннă. Экс​пер​ти​за ва​ра шă​пах çак​на çи​рĕп​лет​нĕ те.

РФ УК 264 статйи​пе пу​çар​нă уго​лов​нăй ĕç ма​те​риа​лĕ​се​не тĕп​че​нĕ хыççăн суд С. Бе​ло​ва пат​ша​лăх айăп​лав​çи Ана​то​лий Ива​нов асăн​нă статья​па пăх​нă чи пы​сăк ви​çе​пе явап тыт​тар​ма йы​шăн​нă. Хă​йĕн айăп​не йы​шăн​ни​не шу​та ил​се – ко​ло​ни-​по​се​ле​ни​ре 8 çул ирт​те​рĕ. Шар кур​нă ене кă​мăл-​си​пет тĕ​лĕ​шĕн​чен кÿ​нĕ сă​тăр​шăн унăн икĕ мил​лион çу​рă тÿ​ле​ме ти​вĕ. Фе​де​ра​ци судьи Ве​ра Бойп​рав при​го​во​ра ву​ла​нă хыççăн С. Бе​ло​ва сă​тă​ра сап​лаш​тар​сан та​та ко​ло​ни​ре хăй​не ла​йăх тыт​сан айăп​лав вă​хă​чĕн виççĕ​мĕш па​йĕ ирт​нĕ хыççă​нах ирĕ​ке тух​ма май пур​ри​не ăн​лан​тар​нă. Судья зал​ран тух​са​нах ава​ри​шĕн айăп​лă С. Бе​лов ун​та вил​ни​се​н умĕн​че ÿкĕн​се тата ка​çа​ру ыйт​са сă​мах ка​ла​нă, ан​чах та ăна тă​ва​нĕ​сем ит​ле​се пĕ​тер​ме​сĕ​рех тăр​са тух​нă.

Йы​шă​нă​ва ЧР Ас​лă су​дĕн​че хи​рĕçле​мел​ли вă​хăт халь​лĕ​хе ирт​мен-​ха.

ТАТЬЯ​НА МА​ЙО​РО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости