Се​зо​на уçрĕç

Кĕр​кун​не театр​сем​пе куль​ту​ра уч​реж​де​ни​йĕ​сем çĕ​нĕ се​зо​на пуçлаççĕ. Пи​рĕн тă​рăх​ри куль​ту​ра çур​чĕ​сен​чи пул​та​ру​лăх уш​кă​нĕ​сем те çак йă​ла​на тыт​са пы​раççĕ.

Ирт​нĕ шă​мат кун Вăр​ман-Çĕк​тер ял тă​рă​хĕн​чи Çÿл​ти​кас​си са​лин куль​ту​ра çур​тĕн​че çа​кăн пек ме​роп​рия​ти ирт​рĕ. Юса​са çĕ​нет​нĕ куль​ту​ра çурт​не ха​лăх йыш​лăн пу​хăн​чĕ, ыт​ла​рах – шкул ачи​сем. Вĕ​се​не куль​ту​ра çур​чĕн пуçлă​хĕ Свет​ла​на Мартья​но​ва та​ра​ват кĕт​се ил​чĕ. Сце​нă​на ка​пăр​лат​нă. Уя​ва Лю​бовь Ива​но​вă​па (Шу​паш​кар​кас​син​чи ИКЦ ди​рек​то​рĕ) Свет​ла​на Мартья​но​ва ерт​се пы​чĕç. Чи мал​тан сце​на çи​не чи пĕ​чĕк​ки​сем тух​рĕç. Вĕ​сен юр​ри-​таш​ши пу​рин чĕ​ри​не те тыт​кăн​ла​рĕ. Çÿл​ти​кас​си шку​лĕн 2-​мĕш клас​не кая​кан Ан​же​ли​ка Улее​ва вы​рăс​ла «Яб​ло​ко» юр​ра шă​ран​тар​чĕ. В​ла​ди​мир Мартья​нов ача​се​не ку​пăс ка​ла​са юр​лат​тар​чĕ. Нел​ла Бе​лаш ерт​се пы​ра​кан «Ка​ли​нуш​ка» уш​кă​нăн пул​та​рул​лă ачи​сем те çĕ​нĕ се​зо​на уç­рĕç. Ун​тан ва​ра ас​ли​сем – «Шу​рăм​пуç» фольк​лор уш​кă​нĕ (ер​тÿ​çи Лео​нид За​ха​ров) – пул​та​ру​лă​хĕ​пе са​вăн​тар​чĕç, вĕ​сем сце​на çи​не «Шу​рăм​пуç че​че​кĕ​сем» çĕ​нĕ юрă​па тух​рĕç. Алек​сандр Ва​сильев сăв​ви​пе Ста​нис​лав Толс​тов кĕ​вĕ​ле​нĕ юрă ма​лаш​не çак кол​лек​ти​вăн гим​нĕ пул​са тă​рĕ. Уш​кăн​ри 14-15 çул​сен​чи хит​ре хĕр​сен таш​ши те çÿл​ти​кас​си​се​не пи​тĕ ки​лĕш​рĕ. Вĕ​сем – Шу​паш​кар​кас​си ялĕн​чи 15 çул​ти Нас​тя Мои​сее​ва, 14 çул​ти Ан​же​ла Мои​сее​вă​па Рим​ма Ва​силье​ва. Шу​паш​кар​кас​си​сем хăй​сен клу​бĕн​че Пит​рав ку​нĕн​че «Кĕр сă​ри» уяв​не çĕ​нĕ юрă​сем юр​ла​са вă​йă​сем​пе ирт​тер​ме тĕл​лев ларт​рĕç. Атăлъял​ти пул​та​ру​лăх уш​кă​нĕн​чи Ли​дия Фа​дее​ва, Ан​то​ни​на Га​раш​ки​нă​па Та​ма​ра Шап​ли​на çак каç хăй​сен пул​та​ру​лăх​не юна​шар​ти Мур​каш ра​йо​нĕн​чи Шо​мик​ри куль​ту​ра çур​чĕ çу​мĕн​чи Ро​дион Дол​гов ерт​се пы​ра​кан «Кĕ​нер» фольк​лор уш​кă​нĕн​че кă​тарт​рĕç.

НИ​КО​ЛАЙ СМИР​НОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости