Сивĕ çанталăк чăрмав мар

Вырсарни кун çанталăк сивĕрех пулчĕ тесен тĕрĕсрех пуль. Çапах та пит çăмартинчен сивĕ чĕпĕтни те, грипп чирĕ вăй илсе пыни те йĕлтĕрпе ярăнма юратакансене «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2015» ăмăртăва хутшăнма чăрмантармарĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн стадионĕнче пухăнчĕç. Маттур спортсменсене Шупашкар район пуçлăхĕ Алевтина Исаева, райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, ЧР конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, ачасен прависемпе ЧР уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов, Шупашкар район прокурорăн çумĕ Анатолий Иванов, спорт ветеранĕ Роза Алексеева саламларĕç.

Стартра – ачасемпе çемьесем

Стадиона пырса кĕрсенех пĕр çĕнĕлĕх куç умне пулчĕ – спортпа сывлăх центрĕнче вăй хуракансем йĕлтĕрçĕсем старт илекен коридора яланхи пек ялавсемпе мар, сетка тытса уйăрнă. Ытти чухне судьясем «Йĕлтĕр йĕрĕ çинчен пăрăнăр!» тесе асăрхаттарса халтан каяççĕ, ку çĕнĕлĕх вара старта тухакансене чăрмавсăрах мала ыткăнма май пачĕ. Шăм-шакĕсене çемçетес кăмăллисем вара старта тухакансене кансĕрлемесĕр айккинче ярăнчĕç.

Чи малтанах çемьесем старт илчĕç. Шел те, вĕсем кăçал йышлăн пухăнмарĕç – сивĕрен хăранă-тăр. Кÿкеçри Цветковсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç, Михайловсем иккĕмĕш пулчĕç.

Шкул çулне çитменнисем хушшинче дистанцие чи малтан «Пÿрнеске» ача садĕнчи аслă ушкăна çÿрекен Полина Ермолаева парăнтарчĕ, Анастасия Никитина тантăшĕнчен кăшт кăна кая юлчĕ. Полинăна финиша çитичченех ашшĕ васкатса, хавхалантарса пычĕ. Хĕрачаран ытларах ашшĕ хĕпĕртенĕ. «Полинăн ку иккĕмĕш медаль, пĕрремĕш медале Кÿкеç ял тăрăхĕ ирттернĕ «Çĕнĕ çул тетти» конкурсра тивĕçрĕмĕр», – хĕрĕпе мăнаçланса каласа пачĕ вăл. 6 çулти Полина та çĕнтерÿпе кăмăллă. «Эпĕ кăçал йĕлтĕрпе пĕрремĕш хут ярăнтăм, малашне те ăмăртăва хутшăнасшăн», – терĕ вăл.

Арçынсенчен те иртсе кайнă

VIP-ушкăнри арçынсен хушшинче кам мала тухасси пуриншĕн те тÿрех паллă пулчĕ. Райадмининистраци ĕçченĕсем, депутатсем, шкул директорĕсем старт илчĕç. Янăш шкул директорĕ Вячеслав Димитриев тÿрех мала вирхĕнчĕ. Ыттисене унпа танлашма çăмăл пулмарĕ, вăл пурне те хыçа хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Андреев малтанах хăй иккĕмĕш тухасса шанмарĕ те. «Виççĕмĕш пулма пултаратăп пуль, ял тăрăх пуçлăхĕсен хăйсен уйрăм старт пулать, призлă вырăна тивĕçме шанăç пур», – пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне. Час-часах йĕлтĕр сырни пулăшрĕ курăнать ăна, иккĕмĕш вырăнах тивĕçрĕ. Райадминистраци специалисчĕ Алексей Михайлов виççĕмĕш пулчĕ.

VIP-ушкăнри хĕрарăмсенчен чи малтан райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Софронова ярăнса тухрĕ. Вăл ыттисене самай кая хăварчĕ. Унччен маларах старт илнĕ хăш-пĕр арçынсене те хăваласа иртсе кайрĕ вĕт! Людмила Васильевна темиçе çул ĕнтĕ çĕнтерĕве алăран вĕçертмест. «Йĕлтĕрпе ярăнма юрататăп, май пур чух кашни кунах йĕлтĕр сыратăп», – терĕ вăл. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна Чăрăшкасси шкулĕн ĕçченĕ Ирина Никитина тата райадминистраци ĕçченĕ Ольга Иванова пайларĕç.

Çĕнĕлĕх кĕртнĕ

Кăçалхи ăмăрту çĕнĕлĕхпе асра юлчĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсене валли уйрăм старт хатĕрлени хăшĕ-пĕришĕн кĕтменлĕх те пулчĕ пулĕ. Шел те, Кÿкеçри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва пуçлăхсем пурте килеймен, хăшĕ-пĕри тупăшусене хăйсен территорийĕсенче ирттернĕ. Пухăннисенчен 5-шĕ кăна старт илме хăюлăх çитерчĕç. Иван Грачевпа Андрей Михайлов финиша пĕр тан тенĕ пек çитрĕç. Янăш ял тăрăх пуçлăхĕн йĕлтĕрĕ йăрăрах пулчĕ курăнать, финиша маларах кĕрсе кайрĕ. Çапла вара Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ, виççĕмĕш Çырмапуç ял тăрăх пуçлăхĕ Рамиль Гельметдинов пулчĕ. Иван Леонидович хăйĕн ăнăçăвĕн вăрттăнлăхĕсене çапла уçрĕ: «Йĕлтĕрпе ярăнса чăннипех те киленÿ илетĕп. Ярăнас тесен апат вăхăтĕнче те ĕлкĕрме пулать – 15 минут апатланма вăхăт кирлĕ, тепĕр 45 минут йĕлтĕрпе ярăнма. Кашни кунах ĕç хыççăн Янăшри стадионра ярăнма тăрăшатăп, канмалли кунсенче – Шупашкарах çÿретĕп».

Аманнă аллине пăхмасăр

1986-1997 çулсенче çуралнă каччăсен ушкăнĕнче малти вырăна Александр Алексеев тухрĕ. Пьедестал çине гипслă алăпа хăпарса тăнă каччăна курсан нумайăшĕ тĕлĕнчĕç: пĕрремĕш вырăна епле майпа тивĕçнĕ-ха вăл? «Урасем ĕçлеççĕ пулсан алла амантни темех мар. Стартра мĕнле тапранса кайнинчен нумай килет», – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Çатра-Лапсар каччи. 21 çулти Александр «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва пĕр хĕл те сиктермен, хĕллехи тата çуллахи ял вăййисене те темиçе хут хутшăннă. Янăш шкулĕнче кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен физкультура учителĕнче вăй хуракан Александр Матьянов 2-мĕш тухрĕ.

Спорт ветеранĕ, йĕлтĕрпе ярăнассипе спорт мастерĕ Роза Алексеева та кашни ăмăртура кĕтнĕ хăна. Вăл хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă, ачасене физкультурăпа вĕрентнĕ. Паянхи кун та Роза Васильевна спортпа туслă, кашни ăмăртăвах хутшăнма тăрăшать. «7-мĕш класра вĕреннĕ чухне Шупашкар район чемпионĕн ятне илтĕм, унтанпа пуçланчĕ те спортра ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвасси. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту ман çуралнă кунпа пĕр вăхăталла иртет, çавăнпа ку мероприяти маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ», – каласа пачĕ вăл.

Шкул ачисен хушшинче кирек мĕнле чупу та массăллă иртет. Уйрăмах Янăш шкулĕнче ăс пухакансем маттур, вĕсем хăвăрт чупни палăрчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен хушшинче вĕсем çĕнтерÿçĕ ятне тата кубока тивĕçрĕç. 2-мĕш вырăна Çатра-Лапсар шкулĕ тухрĕ, Салапайкасси шкулĕ 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Вăтам пĕлÿ паракан шкулсен хушшинче Чăрăшкасси шкулĕ, Кÿкеç лицейĕ тата кунти 1-мĕш шкул палăрчĕç. Шкул ачисенчен Александр Григорьев, Владимир Александров, София Титова, Вероника Гордеева малти вырăнсене тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости