Сиенлĕ йăла вырăнне – зарядка

Çулсем иртсен ватăсенчен чылайăшĕ чир-чĕр аптăратнине туйма тытăнать. Сиенлĕ йăлапа туслисен вара пушшех хăйсен сывлăхĕ пирки шухăшлама вăхăт.

Шел те, эрех-сăрапа туслă, пирус туртакан аслă çулсенчи çынсем хăйсен йăнăшне тÿрлетме васкасшăн мар. Эмел ĕçсен тата тухтăр патне куллен çÿресен хăйсен сывлăхĕшĕн нимĕн те сиенлĕ мар – çапла шухăшлаççĕ вĕсем. Шупашкар районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрăн стационар уйрăмĕсен заведующийĕсем ватăсене талăкĕпех тимлĕ тата ăшшăн пăхса тăни вĕсене сиенлĕ йăласенчен пăрăнма пулăшни пирки иккĕленмеççĕ. Янăшри уйрăм заведующийĕ Роза Васильева акă çак кунсенче ватăсемпе тĕл пулса эрех-сăра сиенĕ пирки уçă калаçу ирттерчĕ. Кунта пирус туртассине, эрех ĕçессине сивлеççĕ пулсан та профилактика мероприятийĕсем нихăçан та ытлашши мар. Табакри сиенлĕ хутăшсем инсульт хăрушлăхне ÿстерни, ăс-тăна, илтессине, курассине хавшатнине ученăйсем тахçанах ĕнентернĕ. Унăн тĕтĕмĕ айккинчи çынсемшĕн те сиенлĕ: туртакансен айăпĕпе ÿпке ракне пула çулсерен 3 пин çын вилет, чĕре чирĕсемпе – 62 пин.

Ирсерен ирттерекен физзарядка кăмăл-туйăма çĕклеме, хăйсене лайăхрах туйма пулăшать ватăсене – çавăнпа та Янăшри уйрăмра ăна хапăл.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости