Смс-хыпартан асăрхан!

Банк карточкисенчен укçа-тенкĕ çухалнине пурте илтнĕ-ха. Кун пек пăтăрмах кирек кампа та пулса иртме пултарать, асăрханулăха çухатмалла мар.

Смартфона сиен кÿрекен вирус программисем тĕрлĕ ссылка çине кĕме сĕнекен спам е смс-хыпарсем урлă лекеççĕ. Телефон хуçи ссылка çине пуссанах вирус программи телефона «кĕрет», банк картипе тĕрлĕ операци пурнăçланать. Нумай чухне телефон хуçи хăйĕн смартфонĕ сиенленнине, банк карточкинчен укçа çухалнине сиссе те юлаймасть. Вирус программи банкран килекен смс-хыпарсене телефон хуçи патне çитме памасть. Пĕтĕмĕшле илсен, банк карточкинчи укçа-тенкĕ пĕтĕмпех вăрăсен электронлă енчĕкне кĕрет.

Полици сотрудникĕсем телефон хуçисене асăрхануллă пулма сĕнеççĕ. Уйрăмах смс-хыпарсенчи палламан ссылкăсене, пĕлнĕ приложенисенчисем пулсан та, уçма шикленмелле. Телефона иккĕленÿллĕ çăлкуçсенчен илнĕ приложенисене вырнаçтарма та васкамалла мар.

Аппарат сиенленесрен сыхланас тесен унти антивирус программине çĕнетсе тăмалла. Унсăрăн телефона сиенлĕ программа лекес, банк карточки çинчен пур укçа-тенкĕ çухалас хăрушлăх пысăк.

ШĔМ-ĕн ЧР-чи пресс-служби çапла сĕнет: банк карточки çинчен укçа-тенкĕ çухалнине сиссен кредит организацийĕнчен укçа-тенкĕ ăçта, хăçан куçнине кăтартакан выписка илмелле, картăна блокировка тутармалла. Çыхăну операторĕнчен «Мобильлĕ банк» пулăшупа çыхăннă телефон номерĕн детализацине илсе полицие пымалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости