Спортпа сывлăх центрĕ йыхравлать!

Мартăн 14-мĕшĕнче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче спортпа сывлăх кунĕ иртет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем çак кун бассейнра тÿлевсĕр шыва кĕме, тренажер залĕнче сывлăха çирĕплетме пултарĕç. Юр ирĕлсе пĕтиччен йĕлтĕрпе тата конькипе ярăнса юлас текенсене катокпа йĕлтĕр трасси кĕтеççĕ.

Çак кунах Карачура ялĕнче Атайкасси тата Лапсар ял тăрăхĕсен командисен хушшинче мини-футбол иртĕ. Çĕньял ял тăрăхĕнчи Çĕньял тата Шăмăш ялĕсен командисем те çак спорт тĕсĕнче кĕрешĕç.

9 сехетре «Олимпийский» стадион йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансене Шупашкар район чемпионатне йыхравлать. Кунта йĕлтĕрпе ярăнассипе эстафета иртĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости