Спортсменсен йышĕ хушăнсах пырать

Шупашкар районĕ паллă спортсмен сахал мар çитĕнтернĕ, çитĕнтерет те. Çак кунсенче акă тата тепĕр ырă хыпар çитрĕ: Атайкасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă, хăвăрт утас енĕпе палăрнă Ольга Степанова «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ. Çакна РФ Спорт министрĕ Виталий Мутко алă пусса çирĕплетнĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха, август уйăхĕнче, асăннă шкулта вĕреннĕ Артем Щербаков та (самбо енĕпе) çĕршывăн спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕччĕ.

Çак тăрăхран тухнă спортсменсен йышĕнчен тепĕр ырă хыпар та пур. Александр Новиков çăмăл атлет Оренбургра кросс енĕпе иртнĕ Раççей чемпионатĕнче тата первенствинче 1993-95 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче 10 км дистанцире финиша виççĕмĕш çитнĕ. Çакă ăна асăннă ушкăнра Европа чемпионатĕнче тата первенствинче хутшăнма ирĕк парать.

Ентешсем – республика команди йышĕнче

Канмалли кунсенче Кÿкеçри тĕп культура çуртĕнче юниорсен хушшинче алă вăйĕ виçессипе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Пĕрремĕш кун ăмăртăва 100-е яхăн спортсмен хутшăннă. Тепĕр кун – татах та ытларах.

Ăмăртусене 21 çултан аслă мар хĕрсемпе каччăсем хутшăннă. Çамрăксем ăмăртăва Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсенчен, Мари Эл республикинчен килнĕ. Хамăр республикăри спортсменсем те айккинче юлман – Патăрьел, Элĕк, Канаш районĕсенчи, Шупашкар хулинчи çамрăксем хăйсен вăйне тĕрĕслеме кăмăл тунă.

ЧР армспорт федерацийĕн председателĕ Иван Смоленцев пĕлтернĕ тăрăх, район чысне хÿтĕленĕ яшсемпе хĕрсем лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Тăрăн, Чăрăшкасси, Атайкасси, Тренккасси, Вăрман-Çĕктер, Кÿкеçри 1-мĕш шкулпа лицей вĕренекенĕсен тăрăшулăхĕпе районăн пĕрлештернĕ команди 1-мĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсен ретĕнче – Ирина Иванова (Ишек), Марина Ковалевская (Иккассси), Алексей Васильев (Тăрăн), Иван Тимофеев (Чăрăшкасси), Павел Захаров (Тренккасси), Николай Щербаков, Сергей Зайцев (Атайкасси), Петр Пыркин (Кÿкеçри 1-мĕш шкул), Юлия Ефремова (Кÿкеç лицейĕ), Мария Егорова (Чăрăшкасси) тата ыттисем те.

Ăмăрту кăтартăвĕсене тĕпе хурса кăçал федерацин Атăлçи округĕн Пермьре иртекен чемпионатне хутшăнма Чăваш Енĕн пĕрлешнĕ командине йĕркелĕç.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости