Спорт ветеранне халалласа

Вăрăм дистанцисене нумай хут парăнтарнă спорт ветеранне, Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинне – Александр Михайлова халалласа иртнĕ эрне кун ăмăрту иртрĕ. Çамрăксен Александр Михайловичран тĕслĕх илмелли пурах – çĕнтерÿ патне ăнтăлма чăтăмлăх, çирĕп кăмăл-туйăм кирлĕ.

Александр Михайлович нумаях пулмасть хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тунă, çак ятпа темиçе эрне маларах ăмăрту ирттерме палăртнăччĕ. Пăрлă çумăр асăннă мероприятие вăхăтра ирттерме памарĕ, çапах та ăмăрту иртрĕ-иртрех. «Улăп» спортпа сывлăх стадионне шкулта вĕренекенсем, Александр Михайлович вĕренекенĕсем, пысăк спортра палăрнисем, райадминистраци ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç.

Александр Михайлов вăрăм дистанцисене (5, 10 км, çурма марафон) парăнтарнă, хĕсметре чухне тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма тытăннă, лайăх кăтартусемпе палăрнă. Аслă пĕлÿ илнĕ вăхăтра тата вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл республикăра тата ун тулашĕнчи хуласенче, ют çĕршывсенче иртекен ăмăртусене хутшăнма тытăннă, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Спорт ветеранĕ тăрăшнипех пултаруллă ачасем хăйсен пурнăçне спортпа, сывă пурнăç йĕркипе çыхăнтараççĕ. Вăлах çамрăксене пысăк спорта тухма çул кăтартса парать. «Эпĕ унăн вĕренекенĕсене яланах ăмсаннă, вĕсем Иккасси-Кÿкеç çул çинче чупнине темиçе хутчен те асăрханă. Ăмăртусенче вĕсем яланах малтисен ретĕнчеччĕ, Александр Михайлович хăй те пĕрле чупатчĕ…» – аса илсе калаçрĕ Кÿкеçре пурăнакан Константин Иванов.

Чи малтанах Александр Михайловича халалланă чупу Иккасси-Кÿкеç çул çинче иртнĕ, пурăна киле манăçа тухнă. Юлашки çулсенче «Иккасси-Кÿкеç» чупу çĕнĕрен вăя кĕрсе пынине палăртмалла, ăна Çĕнтерÿ кунне халалласа ирттерме тытăнчĕç. Унтан спорт ветеранне халалласа нумай вăхăт учительсен хушшинче кросс ирттернĕ, çак йăла та манăçа тухнă.

Ăмăртура уйрăмах шкул ачисем нумаййăн хутшăнчĕç. «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн стадионĕнчи 400 метрлă дистанцие 2003-2004 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен малти вырăнсене Богдан Кошкин, Николай Леонтьев, Данил Илюхин йышăнчĕç. Çак çулхи хĕрачасенчен 1-мĕш – Екатерина Кириллова, 2-мĕш – Рената Чайникова, 3-мĕш – Виктория Николаева чупса тухрĕç. 2001-2002 çулсенче çуралнисен хушшинче вара маттурсем çаксем: арçын ачасенчен – Максим Прохоров, Сергей Зайцев, Антон Архипов, хĕрачасенчен – Виктория Прокопьева, Ольга Гаврилова, Елена Фирсова.

VIP-ушкăнта хĕрарăмсенчен Александра Павлова 1-мĕш тухрĕ, Екатерина Ильинапа Елена Петрова 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Арçынсенчен 400 метрлă дистанцие чи хăвăрт чупса тухаканни Андрей Михайлов пулчĕ, Алексей Михайлов – 2-мĕш, Сергей Скворцов 3-мĕш тухрĕç.

Кашни ушкăнрах çĕнтерÿçĕсем палăрчĕç, мала тухнисене медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Александр Михайлович мала тухакансене çирĕп сывлăхлă пулма сунса кашнине пыл парнелерĕ.

Вера Шумилова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости