Спорт лидерĕсем

Районти спорт аталанăвне ял тăрăх пуçлăхĕсем те тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ

«Хăвăртрах! Ан парăн! Эс маттур!», – хавхалантаракансен сасси татăлма пĕлмерĕ «Улăп» физкультурăпа сывлăх центрĕнче шăматкун. Пĕтĕм çĕршыври физкультурник кунне район çакăн пек çĕкленÿллĕ кăмăлпа, нихçанхинчен те пысăк йышпа паллă турĕ.

Тивĕçлĕ ĕçшĕн – тивĕçлĕ хавхалану

Спорт уявĕ ăмăртăва хутшăнакансен парачĕпе уçăлчĕ. Райадминистраци, предприяти-организаци, ял тăрăх командисене «чирлекенсен» умне районти спорт ветеранĕсен ушкăнĕ ертсе тухрĕ. Вĕсен йышĕнче – СССР спорт мастерĕсем, спорт мастерĕн кандидачĕсем, ЧАССРăн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республика ăмăртăвĕсен аслă çулти çĕнтерÿçисем.

Физкультурăпа туслашмасăр наци сывă пулаймĕ. Çавăнпа та физкультурник профессийĕ яланах пĕлтерĕшлĕ. «Пирĕн çĕршывра çакăн пек уяв, хăйсен тĕслĕхĕпе мĕнле çĕнтермеллине, спортпа туслашмаллине, сывлăха çирĕплетмеллине кăтартса панă ветерансем çине тепĕр хут пăхма май паракан кун пурри чăннипех те лайăх», – терĕ ЧР конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова спортсменсемпе спорт ветеранĕсене, сывă пурнăç йĕркине суйлакансене пурне те уявпа саламланă май. Шупашкар район пуçлăхĕ Алевтина Исаева çак куна район çыннисем уйрăмах пысăк хавхаланупа кĕтнине палăртрĕ. «Чăваш Республики спорт аталанăвĕпе çĕршывра 6-мĕш вырăн йышăннăшăн эпир тивĕçлипех мухтанатпăр. Çакăнта вара пирĕн тÿпе те пур»,– терĕ вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăй те спортпа туслă пулнă май çамрăксене физкультура мероприятийĕсене ытларах явăçтарасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕр пулса тăрать – Алевтина Михайловна çакна та палăртрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров вара уява ял тăрăх пуçлăхĕсем те тĕплĕ хатĕрленнине асăрхарĕ. Вăл шăпах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем хутшăннипе кăçал та юрă-кĕвĕллĕ номерпе уçăлчĕ. Хĕрлĕ тата сарă тĕслĕ пирсене çемĕпе çавăра-çавăра вĕсем Чăваш Республикин ялавне евĕрлерĕç. «Ял тăрăхĕсенчи спорт лидерĕсем», – терĕ Георгий Иванович вĕсем пирки. Спорт ветеранĕсен ячĕпе уява хутшăнакансене ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Смородинов тата хăвăрт утассипе СССР спорт мастерĕ Петр Федоров та саламларĕç.

Мĕнле уяв-ха вăл чыславсăр? Спортпа физкультура аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе хутшăннăшăн Шупашкар районĕн Хисеп грамотине «Улăп» спортпа сывлăх ценрĕн ача-пăча спорт шкулĕн директор çумĕ Павел Цветков тивĕçрĕ. Çакăншăнах спорт ветеранĕсене Роза Алексеевăна, Альберт Герасимова тата Борис Иванова райадминистрацин тав хучĕпе чысларĕç. Халăха спорта явăçтарас ĕç кăтартăвĕсемпе предприяти-организаци ертÿçисене, ял тăрăх пуçлăхĕсене спорт тумĕ туянма май паракан тĕрлĕ виçеллĕ сертификатсемпе хавхалантарчĕç.

Лайăх йăла

Алă вăйне виçекенсем шăпа янă хушăра инвалид кÿмепе ăмăртакансем, вĕсен хыççăнах çăмăл атлетсем старта тăчĕç. Арçынсен тупăшăвĕ уйрăмах хĕрÿ иртрĕ: вĕсен харăсах Раççейĕн икĕ чемпионĕпе вăй виçме лекрĕ. 2304-мĕш номерпе чупакан Владимир Попов акă – Раççей ăмăртăвĕсен темиçе хут çĕнтерÿçи, Пекинри тĕнче чемпионачĕн Шупашкарта нумай пулмасть иртнĕ суйлав тапхăрĕнче 350 метр тăршшĕ дистанцире вăл 3-мĕш çитнĕ. Стартрах йышран малалла вирхĕнсе иртрĕ. Европăн хĕллехи ăмăртăвĕн Раççейĕн пĕрлештернĕ командин кросс çĕнтерÿçи, çĕршыври çамрăксен ăмăртăвĕсен темиçе хут мала тухнă спортсменĕ Александр Новиков уншăн, паллах, тивĕçлĕ конкурентчĕ, темиçе хут та хăваласа çитме хăтланчĕ. Апла пулин те Владимир финиша чи малтан çитрĕ.

«Чирлекенсен» пысăк йышĕ алă вăйĕ виçекенсем, кире пуканĕ йăтакансем тавралла пуçтарăннăччĕ. Спортăн çак тĕсĕсемпе шкул саккинченех туслашнă Ирина Серапионова – РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕ – çакнашкал ăмăртусене чăтăмсăррăн кĕтни пирки каларĕ. Ун шучĕпе, ертÿçĕсем коллектива спорт уявĕсем урлă пĕтĕçтерме май тупни – питĕ лайăх йăла. Район больницин профсоюз ертÿçи Алевтина Окликова та килĕшет унпа. Физкультурăпа спорт мероприятийĕсене хастар хутшăннăшăн 2014 çул кăтартăвĕсем тăрăх 1-мĕш вырăншăн тивĕçнĕ 5 пин тенкĕлĕх сертификатпа вăл команда валли эмблемăллă пĕрешкел форма туянасшăн.

Çак кун чыслава чи кĕçĕннисем уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтрĕç. 2006 çулта тата унран маларах çуралнисен хушшинче Яна Ярукова чупассипе чи вăйли пулчĕ. Арçын ачасенчен Кÿкеç лицейĕн вĕренекенĕнчен Степан Романовран никам та иртеймерĕ. «Кунта район, республика ăмăртăвĕсен чемпионĕсем çитĕнеççĕ», – терĕ ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Надежда Тонина вĕсене чысланă май. Кăçал пуçласа акватлон енĕпе ăмăрту иртрĕ. Степан вара ишессипе унччен те палăрман мар: 1-мĕш класс вĕренекенĕ хĕлле 25 метрлă дистанцие 23 çеккунтра парăнтарса финиша чи малтан çитнĕ.

Кашниех – ачасенчен пуçласа ветерансем таранах – хăйсен ячĕсене асăнасса хумханса кĕтрĕç. Пьедестал çине парнесемпе медаль тата диплом патне хăпарма вара чи пултаруллисем тата хастаррисем кăна тивĕçрĕç.

Физкультурниксен кунне халалланă уява футбол вăййин 2015 çулхи суперкубокĕ вĕçлерĕ. Матчра Шупашкар районĕн 2014 çулхи чемпионĕ – Çырмапуç ял тăрăхĕ – районăн 2014 çулхи Кубок финалисчĕпе Шĕнерпуç ял тăрăхĕпе тĕл пулчĕ. Вăйă чи малтанах 0:0 шутпа вĕçленчĕ – никам та хăйĕн хапхине мечĕке тапса кĕрттермерĕ. Пенальти хыççăн вара шут «Воля» (Шĕнерпуç) майлă улшăнчĕ: 4:3.

ЧР Пуçлăхĕн Указĕпе çирĕплетнĕ спортпа сывлăх кунне, ку хутĕнче çĕршыври Физкультурник кунĕпе тĕл килнĕскере, пĕтĕмпе 3 пине яхăн çын хутшăнчĕ – çакăн пек ÿссех пырать сывă пурнăç йĕркине суйлакансен йышĕ.

ТАИСИЯ КРОТОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости