Спорт уявĕ

Канмалли кунсенче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем физкультурник кунне паллă тунă. Августăн 8-мĕшĕнче Урай Макаç тата Анатри Макаç ялĕнче пурăнакансем те Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнче иртнĕ спорт ăмăртăвне хутшăннă.

Спорта кăмăллакансем кире пуканĕ йăтассипе, сĕтел çи теннис, армспорт, дартс енĕпе, шашкăлла тата шахматла выляса тупăшнă. Сĕтел çи теннисла выляса Анна Яшина, Николай Трофимов, Петр Павлов лайăх кăтартусемпе палăрнă. Шашкăлла-шахматла – Галина Павлова, Авдий Кубарев, Виктория Быкова палăрнă. Мероприятие хутшăннă кашни çын кăмăллă юлнă, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата дипломсемпе чысланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости