Субботник кашнине пырса тивет

Районта кĕркуннехи экологи уйăхлăхĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Ял тăрăхĕсенче территорисене тирпей кĕртеççĕ, субботниксем йĕркелеççĕ. «Йывăç ларт тата ăна упра» акципе килĕшÿллĕн Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче çак кунсенче райадминистраци ĕçченĕсем тата депутатсем 1 пин юман хунавĕ лартса хăварнă.

Çĕньял ял тăрăхĕнчи хăш-пĕр ялта çынсем ача-пăча площадкисем вырнаçтарнă, вĕсен çывăхĕнчи территорие хăтлăх кĕртнĕ. Кăшавăш ял клубĕн ĕçченĕсем культура çурчĕ çывăхĕнче субботник ирттернĕ: çулçăсем пухнă, шăлса тасатнă. Ытти ял тăрăхĕнче те ку енĕпе ĕçсем пыраççĕ. Экологи субботникĕ ноябрĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ. Шăпах çак кун тĕлне райадминистрацин экологи пайĕ асăннă уйăхлăха пĕтĕмлетĕ.

Аса илтеретпĕр, çуркуннехи Йывăç кунĕнче Шупашкар районĕнче 12442 йывăç тата тĕм лартнă, 198 субботник тата экологи акцийĕ ирттернĕ, вĕсенче пурĕ 2600 ытла çын хутшăннă. Хаклă вулаканăмăрсем, субботнике хутшăнма васкăр, вăл – кашниншĕн!

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости