Суйлама ирĕк пур

2016 çулхи январь уйăхĕнче пенсие тухатăп. Пенси виçине палăртмашкăн 2000 çултан пуçласа справкăсем ыйтаççĕ. Манăн, сăмахран, 1997 тата унталли çултисене те кăтартас килет, мĕншĕн тесен ун чухне шалу пысăкрах пулнă. Тĕплĕнрех ăнлантарса парăр-ха.

Виктор ПЕТУХОВ, Шорчекасси

Алевтина ИСАЕВА, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ:

– Пенсие тухма вăхăт çитиччен виçĕ уйăх маларах çынсене пенси фончĕн уйрăмне йыхравлатпăр, енчен те аякри ял тăрăхĕсенче пурăнаççĕ пулсан вĕсем патне мобильлĕ машина яратпăр. Йыхрав хутĕнче – çырăвĕнче – тивĕçлĕ канăва тухмашкăн мĕнле документсем кирлине палăртатпăр.

Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕсем çинчен калакан 173-мĕш законпа килĕшÿллĕн, пенсие шутланă чухне икĕ меслетпе усă курма пулать: е кирек мĕнле 5 çулăн ĕç укçин кăтартăвĕсене суйласа илмелле – 2002 çулччен, е 2000-2001 çулсенче ĕçлесе илнĕ шалăвăн виçине. Апла тăк эсир 1997 çултине те кăтартма пултаратăр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости