Сурхури ăмăртăвĕсем

Сурхури уявĕн кунĕсенче Кукеçри спортпа сывлăх центрĕнче кашни кунах тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ. Раштав праçникĕсенче сăран мечĕке хăвалас енĕпе сумлă виçĕ турнир пулчĕ: йĕркелÿçисем – Центрăн директорĕ С.Н. Тунгулов  тата унăн çумĕ П.А. Цветков. Павел Александровичран: «Январь уйăхĕнче эсĕ кашни кунах спортзалта, хăш кунсенче канма ĕлкĕретĕн», – тесе ыйтсан, кĕскен: «Пенсине тухсан», – тесе хуравларĕ.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăннине чи малтанах шорккасем тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕç. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнчех «Первомайская» урамра пурăнакансем юр çинче футболла выляс енĕпе вăй  виç­рĕç. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă хĕрÿ тупăшу хыççăн туслăх çĕнтерчĕ – уçă сывлăшра мечĕк хăваласа кăмăла çĕкленĕ хыççăн хăш команда миçе хут мечĕк тапса кĕртни те пĕлтерĕшлĕ марччĕ. Каярах вара ăмăртусем профессионаллă футбол уйне куçрĕç.

Январĕн 3-мĕшĕнче футболла выляс енĕпе ветерансем (40 çултан аслăраххисем) ăмăртрĕç. Пурĕ 5 команда хутшăнчĕ: тутаркассисем, вăрман-çĕктерсем, Шорккапа Самуккасси ялĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ тата кÿкеçсен икĕ команди. Çивĕч кĕрешÿре кÿкеçсен «Ротор-1» команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Январĕн 4-мĕшĕнче Аслă лигăри сакăр команда тупăшрĕç. Финалта Çырмапуç ял тăрăхĕн «Чикаго» команди  юлашки çеккунтра «Ротор-1» хапхине мечĕк тапса кĕртсе 5:4 шутпа çĕнтерчĕ. «Ротор-2» тата Тутар Республикин «Тетюши» командăсен юлашки 7-8-мĕш вырăнсене йышăнса Аслă лигăран тухма тиврĕ.

Январĕн 6-мĕшĕнче Пĕрремĕш лигăра 16 команда вăй виç­рĕç. Ăмăрту ирхине  8 сехетре пуç­ланса 17 сехет çурăччен тăсăлчĕ. Йĕркелÿ комитечĕ 16 командăна 4 ушкăна уйăрчĕ. «А» тата «Б» ушкăнсенчен финала «ДЮСШ» тата «Атлашево» командăсем тухрĕç. Вăйă 14-15 çулхи яшсем 3:1 шутпа «Атлашево» командăна çĕнтернипе вĕçленчĕ. Уйрăмах лайăх выляс енĕпе Никита Никифоров палăрчĕ. Пĕлтĕр «ДЮСШ» Чăваш Республикинче иртекен чемпионатра та пĕрремĕш вырăна тивĕç­рĕ. Вĕсемпе Азат Зейнетдинов тренер эрнере виçĕ кун Кÿкеçри «Улăп» спортзалĕнче тренировкăсем ирттерет.

«В» тата «Г» ушкăнсенчен Сарапакасси ял тăрăхĕн «Актив» тата Атайкасси ял тăрăхĕн «Старт» командисем финала тухрĕç. «Актив» команда «Старта» 6:3 шутпа парăнтарчĕ. Сарапакасси командине ăмăртăва Геннадий Алексеевпа Николай Платонов тренерсем хатĕрлерĕç. Вĕсем темиçе çул çине тăрса тăрăшни ахаль пулмарĕ: Сарапакасси ял тăрăхĕн команди хăйĕн историйĕнче пĕрремĕш хут районти сумлă кĕрешÿре малти вырăна йышăнма пултарчĕ.

Ку çĕнтерÿ килес çул «ДЮСШ» тата «Актив» командăсене Сурхури уяв кунĕсенче иртекен ăмăртура Аслă лигăра выляма ирĕк парать.

 НИКОЛАЙ ПЛАТОНОВ, ШОРККА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости