Сыввисенчен те ирттереççĕ

Декабрĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче те çак куна халалласа сывлăхран хавшакрах çынсен хушшинче спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Пухăннисем шашкăлла тата шахмăтла выляса, дартс енĕпе кам вăйлăрах, ăнăçуллăрах пулнине палăртрĕç.

Сывлăхран хавшакрах çынсем ыттисем пекех вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ, обществăлла ĕç­сене хутшăнаççĕ. Вĕсен хастарлăхне, хăюлăхне, чир-чĕрпе пыракан кĕрешĕвне, кăмăл çирĕплĕхне курса тĕлĕнмелли кăна юлать. Вĕсем спорт ăмăртăвĕсенче сывă çынсенчен пĕртте кая мар, хăш чухне малта та. Çакна кăçал Сочинче иртнĕ параолимпиада та кăтартса пачĕ.

Районта сывлăхран хавшакрах çынсен ăмăртăвĕ кашни çулах иртет, унта кашни ял тăрăхĕнчи сусăрсем хутшăнма тăрăшаççĕ. Кăçалхи ăмăрту та 30 ытла çынна пĕр çĕре пухрĕ, уйрăмах Кăшавăш тата Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕсенчи, Кÿкеçри ваттисен çуртĕнчи, ăс-тăн енчен аталанса çитмен ачасен интернат-шкулĕнчи сусăрсем ăмăртăва килме май тупрĕç.

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен Шупашкар районĕнчи организацийĕн председателĕ Анатолий Архипов кăçалхи ăмăртупа кăмăллă. Вăл ăмăртăва кăçал пĕлтĕрхинчен кая мар  йыш пухăннине палăртрĕ. «Уйрăмах Тутаркасси, Кăшавăш, Çĕньял-Покровски, Кÿкеç ял тăрăхĕсенче пурăнакансем спортра та, ытти мероприятисенче те  хастарлăх кăтартаççĕ. Анатолий Архипов хăй дартс енĕпе ăста, 1-2 çул каялла малти вырăна тухнине те ас тăвать. Татьяна Федимирова вара дартс енĕпе Раççей чемпионачĕн çĕнтерÿçи ятне те çĕнсе илнĕ.

Кăшавăш тăрăхĕнчи сывлăхран хавшак çынсем ăмăртусене кашни çулах хутшăнаççĕ. Хастарсен ретĕнче – Елена Ильина, Сергей Порфирьев, Юрий Яргунин, Светлана Мижикова, Елизавета Савельева, Александра Смирнова. «Ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Мульдияров пире яланах пулăшма тăрăшать, ăмăртăва та хăех илсе килет. «Приволжское» ОАО хуçалăх ертÿçи те спонсор пулăшăвĕ кÿме хирĕç мар. Пирĕн тăрăхри çынсем хăйсем те тăрăшуллă, хастар. Юрий Яргунинпа Сергей Порфирьев пĕлтĕр республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма тивĕçрĕç», – пĕлтерчĕ Кăшавăш ял тăрăхĕнчи инвалидсен канашĕн ертÿçи Елена Ильина.

Кÿкеçри ăс-тăн енчен аталанса çитмен ачасен интернат-шкулĕнче пурăнакансем те çак ăмăртуран юлмаççĕ. Кунти тренер Михаил Владимиров хăйĕн вĕренекенĕсем çине пысăк шанăç хурать. «Интернат-шкулта пурăнакансен  шашкăпа выляма кирек хăçан та ирĕк пур. Ăмăртăва 14 ачапа килтĕмĕр, вĕсенчен шашкăлла ăста вылякансем çаксем: хĕрачасенчен Катя Григорьева, арçын ачасенчен – Андрей Кашаевпа Андрей Салимов. Вĕсем çĕнтерÿçĕсен ретне лекессе иккĕленместĕп», –  пĕлтерчĕ ачасен тренерĕ.

Çĕнтерÿçĕсене райадминистраци пуç­лăхĕ Георгий Егоров, «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн директорĕ Сергей Тунгулов, унăн çумĕ Павел Цветков парнесемпе чысларĕç.

 ВЕРА ФИЛИППОВА 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости