Сывлăх чи хаклă тупра

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăх ячĕпе октябрĕн 28-мĕшĕнче Янăшри культура çуртĕнче «Нумай пурăнас тесен пирус патне ан туртăн» тематика сехечĕ иртнĕ. Калаçăва пуçлама Л.И. Иванова «Здоровье – не все, но все без здоровья – ничто» сăмах çаврăнăшне хатĕрленĕ. Калаçу вăхăтĕнче ачасем çак каларăшăн пĕлтерĕшне хăйсем мĕнле ăнланнине палăртма тăрăшнă. Ачасем пирус туртнин, эрех ĕç­нин тата наркотиксен сиенĕ çинчен пĕлнине кăтартнă. «Сывлăх чи хаклă тупра, ĕмĕр тăршшĕпех сывă, хаваслă юлас тесен нумай çул хушши сывлăхлă юлма пулăшакан правилăсене пăхăнмалла», – çапла пĕтĕмлетнĕ мероприятие хутшăнакансем.

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости