Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене

ЧР Министрсен Кабинечĕн Хушăвĕпе кашни уйăхрах спортпа сывлăх кунĕ иртет. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ те сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене кĕтет.

Çак кун тÿлевсĕрех бассейнра ишме, тренажер залĕнче, спортплощадкăсенче сывлăха çирĕплетме май пур. Спортпа сывлăх кунĕнче кашни ял тăрăхĕнче пурăнакансем палăртнă вăхăтра бассейнра ишме пултарĕç. Унсăр пуçне 15 сехетрен пуçласа районти çамрăксен хушшинче «Олимпийский» стадионта мини-футбол енĕпе юлташла тĕл пулусем иртĕç. Çĕнĕ Тутаркассинче 10 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе ăмăрту пырĕ. Кÿкеçри стадионра Раççей Пенси фончĕ территори органĕсен X физкультурăпа спорт спартакиади иртет. Вăл 10 сехетре пуçланать. Футбол вăййине кăмăллакансемшĕн стадионтах Чăваш Ен чемпионачĕн чи аслă дивизионĕ иртет. 17 сехетре Кÿкеçри «Ротор» тата «Бурилы» командăсем тĕл пулса вăй виçĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости